19 ноября 2008 г.
Таяпа Энтри ялĕнче пĕрлешỹллĕ хуçалăх саланса кайнин сăлтавне ялти çынсем пурте пĕлеççĕ. Колхоз пĕтиччен юлашки çулсенче çынсене ĕçшĕн те тỹлеймерĕç. Ирĕксĕрех çамрăксем ăçта килнĕ унта туха-туха кайса пĕтрĕç, хуçалăха тытса пымалла, çемьене тăрантармалла-çке. Хуçалăха ертсе пыракансем те производствăна аталантарас тĕлĕшпе нимĕнле çĕнĕлĕхсем те тупаймарĕç. Ĕлĕкренех патшалăх пулăшнипе анчах тытăнса тăнăскер, аркану тапхăрĕнче пачах пĕтсе ларчĕ. Юрать, хуçалăхра ĕçлекен кашни çын çав çулсенче патшалăх акчĕпе 2,68 гектар çĕре харпăрлăха илсе юлма ĕлкĕрчĕ. Хăш-пĕр çемьере 4 çын çĕр пайĕллĕ пулса тăнисем те пур. Хăйсене тивĕçекен пайсене çĕр çинче ĕçлес кăмăллă çынсене арендăна пама май пулни халăхшăн усăллă. Ялта чи малтан Ф.Шадриковпа А.Петров пуçару турĕç, хăйсен фермер (хресчен) хуçалăхĕсене йĕркелесе ячĕç. Вĕсем çулран çул вăй илсе пыраççĕ, çĕнĕ техника туянаççĕ. А.Петров фермер кăçал çĕнĕ "ACROS" комбайн, КАМАЗ автомашина туяннă. 200 гектар ытла лаптăкра тĕш тырă çитĕнтерчĕ, кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 34 центнертан иртрĕ. Унпа пĕрлех фермер хуçалăхĕнче кашни çул тухăçлă севок çитĕнет. Чăннипех тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ çын вăл. Малашне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хальхинчен икĕ хут ытларах лаптăкра туса илме палăртать. А.Петров колхозăн пулнă тырă кĕлечĕсене тĕпрен юсаттарчĕ. "ЗАР-5" йышши тырă тасатакан сортировкăна çĕнĕлле реконструкци туса ĕçлеттерет, витнĕ йĕтем тутарчĕ. Фермер хăй каланă тăрăх, кăçал кунти йĕтем çинчи тырра, пĕтĕм ĕçе механизациленине кура, 3-4 çын алласа тасатма, кĕлете кĕртме ĕлкĕрсе тăнă. Тырă пахалăхĕ те лайăх пулнă. Кунта севок упрамалли ятарлă хранилище те çĕнĕ, ăна кăçал турĕç. Ф.Шадриков фермер севок çитĕнтерессипе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Унăн севок упрамалли хранилищи питĕ тĕплĕ тунăскер. Унта хĕлле та çынсем ĕçлеççĕ, севока çĕрĕшесрен суйласа тăраççĕ. Çапла вара фермер çуркунне тап-таса, мăйăр пек продукцие çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене сутма леçет. Пахалăхлă севока, паллах, туянакансем хапăлласа йышăнаççĕ. Ф.Шадриков та кăçал çĕнĕ "Беларусь" трактор тата çĕре кăпкалатса сухалакан агрегат туянчĕ. Фермерăн малашне çĕр çинче ĕçлес туртăмĕ те пысăк: халĕ усă куракан çĕр лаптăкĕсене ỹстересшĕн, çынсен çĕр пайĕсене арендăна илесшĕн. А.Петровпа Ф.Шадрикова çак çулсенче районта анчах мар, республикăра та лайăх пĕлекен пулса çитрĕç. Вĕсем Фермерсен ассоциацийĕ ирттерекен тĕрлĕ конференцисене хутшăнаççĕ, хăйсен патне те ĕç опычĕпе паллашма тĕрлĕ çĕртен килсех çỹреççĕ. Фермерсем çĕр çинче ĕçлесе ура çине çирĕп тăни, малалла аталанни ялти ытти çынсенче те çĕрпе ĕçлес туртăмне хускатрĕ пулмалла. В.Щипцов 67 гектар çĕр арендăна илсе тулăпа урпа акса ỹстерчĕ. Малтанхи çулсенче вăл пысăках мар лаптăкра севок туса илессипе ĕçлетчĕ. Ю.Тетмуков та 117 гектар çĕре арендăна илсе кĕрхи çĕртме туса хăварчĕ. Унта вăл тĕш тырă акса ỹстересшĕн. Сăмах май, фермер кăçал 3 гектар лаптăкра тухăçлă çĕр улми туса илчĕ. В.Галкин вара виçĕ çыннăн çĕр пайĕпе усă курса тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтерет. Шултăра пуçлă, шап-шурă купăста ỹстерме пултарнипе ял халăхне тĕлĕнтерет вăл. Ф.Зайцев та кăçал 10 çыннăн çĕр пайне арендăна илсе сухаласа хăварчĕ. Вăл та çĕр çинче ĕçлесшĕн. Асăннă çынсенчен кашниех мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă. Çĕр çинче ĕçлесе хăйсен пурнăçне тата малалла аталантарасшăн вĕсем, укçа ĕçлесе илме май шыраççĕ. Анчах пурин те çĕр çинче ĕçлеме вăй-халĕ, сывлăхĕ те çитмест. Ялти пуçаруллă çынсем вĕсен çĕр пайĕсене арендăна илме пултарни те аван. Фермерсем кашни 2,68 гектар çĕр пайĕшĕн халăха икшер центнер тырă пачĕç. Уйрăмах ватă çынсемшĕн çакă темрен те паха. В.Щипцов фермер çĕр пайĕсене хăйне арендăна панă çынсене тыррине килĕрен çỹресе валеçрĕ. Тырă хаклă чухне тỹлевсĕр тырăшăн епле савăнмăн. Пĕр çемьерен 4 çĕр пайĕ арендăна панисем 8 центнер тырăллă пулчĕç. Малашне харпăрлăхри пай çĕрĕсене çĕрпе ĕçлес текенсем арендăна илессе шанас килет. Çĕрсем пушă ан выртчăр, халăха усă кỹччĕр.