Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма офис аслăланчĕ

19 ноября 2008 г.

Хушма офис аслăланчĕ Елчĕк районĕнчи перекет кассине 1930 çулта уçнă. Чылай çул вăл Иванов урамĕнчи йывăç çуртра ял халăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче перекет касси çак урамри библиотекăн икĕ хутлă çурчĕн пĕрремĕш этажĕнчи пĕр кĕтесне йышăннă. Çулсем иртнĕçемĕн Перекет банкĕн Елчĕкри хушма офисĕн ĕç калăпăшĕ те, работниксен хисепĕ те ỹснĕ. Çавăнпа юлашки çулсенче Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440-мĕш номерлĕ уйрăмĕн йышне кĕрекен Елчĕк районĕнчи 4440Ỹ036-мĕш хушма офисĕ тăвăр, клиентсене йышăнма йывăр пỹлĕмсенче ĕçленĕ. Иртнĕ çул пуçланнă реконструкци çак кунсенче вĕçленнĕ. Халĕ хушма офис виçĕ хутлă çуртăн пĕр енчи икĕ этажне йышăнать. Тепĕр çурринче ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека вырнаçнă. Шăмат кун Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440-мĕш уйрăмĕн Елчĕкри хушма офисĕн реконструкци тунă хыççăн аслăланнă çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çавна май хамăр тата кỹршĕллĕ районсенчи банк ĕçченĕсем, банк клиенчĕсем, ял халăхĕ пуçтарăнчĕç. Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440-мĕш уйрăмĕн управляющийĕ М.Ямалиев банк ĕçченĕсене, пухăннă çынсене хушма офисăн çĕнĕ пỹлĕмĕсем уçăлнă ятпа саламларĕ. Хушма офисăн пулăшăвĕпе нумай предприятипе организаци, уйрăм çынсем усă кураççĕ. Вĕсене кăçал 200 миллион тенкĕлĕх кредит панă. Кунсăр пуçне халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Хушма офис тупăшлă ĕçлесе пырать. М.Ямалиев Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне, Елчĕк районĕн ертỹçисене хушма офис лаптăкĕсене ỹстерме май туса панăшăн тав турĕ. Раççей Перекет банкĕн председателĕн çумĕ _ Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров пуçтарăннисене саламларĕ, Елчĕк район пуçлăхне Н.Миллина Перекет банкĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав турĕ, 23 çынран тăракан хушма офисра ĕç условийĕсем лайăх енне улшăннăран ĕç пахалăхĕ те, клиентсен йышĕ те ỹсессе шаннине палăртрĕ. В.Александров яланхи клиентсене, хушма офисри чи лайăх работниксене грамотăсемпе хаклă парнесем пачĕ. Акă, Аслă Елчĕкре пурăнакан М.Начарова Перекет банкĕн пулăшăвĕпе 1967 çултанпа усă курать, кунтах темиçе счет уçнă. Районти çар комиссариачĕн работникĕ В.Шалыгин хушма офисăн банкомачĕн вунă пинмĕш картин хуçи пулса тăнă. Вĕсене укçан тата хаклă парне парса хавхалантарчĕç, Перекет банкĕн работникĕсене Г.Максимовăна, Г.Петровăна Хисеп грамотисем парса чыс турĕç. Елчĕкри хушма офис çурчĕ уçăлнă ятпа банк клиенчĕсене тата работникĕсене Елчĕк район пуçлăхĕ Н.Миллин та саламларĕ. Вăл палăртнă тăрăх районти ял хуçалăхĕнчи ỹсĕмсем Перекет банкĕпе килĕштерсе ĕçленипе пулнă. Нумай ял хуçалăх предприятийĕ производствăна аталантарма кивçен укçа Перекет банкĕнчен илнĕ. Район умĕнче пысăк тĕллевсем тăнă май пĕр-пĕринпе малашне те килĕштерсе ĕçлеме ырă сунчĕ. Пухăннисене çавăн пекех "Комбайн" ЯХПК ертỹçи Г.Федоров, перекет кассинче нумай çул ĕçленĕ Е.Беляева саламларĕç. Хушма офисăн аслăланнă çурчĕн хăйăвне Н.Миллин, В.Александров, М.Ямалиев каснă хыççăн пухăннисем çĕнелсе хитреленнĕ хушма офис пỹлĕмĕсемпе паллашрĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн работникĕсем çĕнĕ çурт уявне хăйсен пултарулăхĕпе илемлетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика