Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн ăстасаем

19 ноября 2008 г.

Чăн ăстасаем Бухгалтерсен тимлĕхĕнчен, ĕçе пĕлсе, тĕплĕ тунинчен те килет ĕçри ỹсĕм. Хальхи вăхăтра Раççейре 3,5 миллион ытла çын çак профессипе тăрăшать. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче шут ĕçченĕсем _ саккăрăн. Кашнийĕшĕ çак ĕçре пысăк опыт пухнă. Акă, Тамара Арбузова кунта çичĕ çул ытла тĕп бухгалтерта тăрăшать. Шут ĕçĕнче чи асли пулма пĕрре те çăмăл мар. Хуçалăхăн кашни кăтартăвне пĕлмелле. Çавăнпа тимлĕхе самантлăха та çухатмасть вăл. Учетпа отчет ĕçне лайăх йĕркеленĕ кунта. Юлашки çулсенче бухгалтерсем компьютерпа ĕçлеме вĕренчĕç. Унсăрăн май çук. Шут ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашсах пымасан _ каллех кая юлатăн. Çавăнпа та Тамара Ивановна тавра курăмне ỹстерсех тăрать, тĕрлĕ курссенче пĕлỹ илет. Хăй суйласа илнĕ профессие юратать Т.Арбузова. Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкула пĕтерсен Тĕрлемесре бухгалтера вĕреннĕ. Унтан патшалăх банкĕн районти уйрăмне ĕçе вырнаçнă. Ĕçленĕ хушăрах Улатăрти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă. 25 çул бюджет организацийĕсемпе ĕçлекен операторта вăй хурса пуян опыт пухнă. Ĕçе тĕплĕ тунипе палăрнă вăл. Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Шăпа "Прогресс" хуçалăха илсе çитернĕшĕн пĕрре те ỹпкелешмест Т.Арбузова. Коллективра ăста бухгалтерсем тăрăшаççĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хураççĕ, Тамара Ивановна нумаях пулмасть 52 çула хыçа хăварчĕ. Пилĕк хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем мăшăрĕпе. Çемье пуçĕ, Александр Николаевич, тăван хуçалăхри ăста механизатор. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ çĕрте тăрăшать. "Хăй ĕçĕнче чăн ăста", _ теççĕ хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ пирки сăмах пуçарсан. Тĕп бухгалтерăн çумĕ Е.Разумова, З.Доброхотовăпа М.Алексеева бухгалтерсем ĕçре пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. В.Миллина тĕп экономист _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ. Шут ĕçченĕсем чăннипех те пултаруллă хуçалăхра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика