Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт сутни тупăшлă

15 ноября 2008 г.

 Тỹскел ял халăхĕнчен икĕ çул ытла сĕт пуçтаратăп. Тракторисчĕ те хамах, хатĕрлевçи те. Маларах ялта тата икĕ-виçĕ уйрăм предприниматель сĕт пуçтаратчĕ, халĕ вара _ пĕччен. Ял çынни ытлашши продукта "Прогресс" хупă акционерсен обществине сутать. Тăван хуçалăх утă-улăмне парать, укçи-тенкипе вăхăтра татăлать. Анчах... Паян ĕне усрама пĕрре те çăмăл мар. Чи пысăк сăлтавĕ _ кĕтỹçĕсем çукки. Чылайăшне ĕнесене черетпе кĕтни килĕшмест, пурте çамрăк çын мар-çке. Вĕсене выльăхсем хыççăн чупса çỹреме йывăр. Çавăнпах ялта ĕнесен хисепĕ чакма пуçлани сисĕнет. Паллах, çăмăл мар ĕне выльăх тытма. Хальхи вăхăтра ялта 40 ытла ĕне шутланать. Эпир тата Петровсен çемйи сăвакан икĕ ĕне тытатпăр. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрамасан чунра темшĕн тăвăр. Аш-какай, сĕт сутса çемье кассине пуянлатма тăрăшатпăр. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси, вара çăмăлпа пулмасть. Патшалăха сĕт нумайрах сутакансен йышне Нина Галкина, Виталий Петров, Раиса Елкина çемйисене кĕртме пулать. Халĕ вĕсем куллен 15-20-шер килограмм сĕт сутаççĕ. Çулла вĕсен кăтартăвĕ хальхинчен тепĕр хут пысăкрахчĕ. Ĕне усракансене Раççей Федерацийĕн çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче йышăннă "Сĕт тата сĕт продукцийĕн техника регламенчĕ çинчен" саккунĕ шухăша ярать. Çĕнĕ саккун 2009 çулхи кăрлач уйăхĕнче пурнăçа кĕме тытăнать. Вăл çĕршыври çак производствăна тата сĕт-çу комплексне аталантарас ĕçре витĕм кỹретех. Саккун сĕт туса илмелли стандартсене те ỹстерет. Пĕр сăмахпа каласан, çĕнĕ çултан технологи хушнă пек сивĕтмен (4 градус таран сивĕтмесен), сĕтре белок 2,89 процентран сахалтарах пулсан ăна пачах йышăнмĕç. Стандарта ларманнине, заводра йышăнманнине пасарта та сутаймăн. Паллах, çак ыйту хресчене шухăшлаттармасăр тăма пултараймасть. Çын ĕçпе илемлĕ. Ĕçсĕр пурăнма пултараймастăп. Алă усса лармасан, ỹркенмесен тăван хуçалăхра та тивĕçлĕ ĕç укçи илме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика