Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕре кĕскетет

15 ноября 2008 г.

 Алкоголь организмăн мĕнпур тытăмне аркатакан хăрушă наркăмăш пулнине чылайăшĕ темшĕн шута илесшĕн мар. Унра токсин тата наркотик паллисем пĕрлешнĕ, çакă организма лекнĕ этил спирчĕ йỹçĕкленсе уксус альдегичĕ йĕркеленнипе çыхăннă. Çынсенчен нумайăшĕ алкоголь пысăк тутлăхлă тесе шутлать. Шăпах çакнашкал танлаштару ĕçкĕçсен сисчĕвлĕхне чакарать. Алкогольпе апат-çимĕç хушшинче нимĕнле пĕрпеклĕх те çук. Шутласа пăхăр, пĕр кĕленче шурă эрех организма 1400 килокалори "парнелет". Вăтам йывăрăшлă, вăй-хал ĕçĕ пурнăçлакан вара талăкра 3100 килокалори пĕтерет. Апла пулсан, алкоголь килокалорийĕсем мĕн кирлине шайлаштараймаççĕ, унсăр пуçне вĕсем пушă. Çыннăн организмĕ тĕрлĕ йышши белок, çу, углевод, витамин, минерал тăварĕ ыйтать. Эрех-сăрара вĕсем çук. Малтанхи вăхăтра алкоголь апат антарнăн туйăнать. Чылайăшĕ çапла шутлать те. Чирлĕ çын апат çиесшĕн мар. Пĕрисен çакă эрех ĕçнĕ чухне палăрать, теприсен _ мухмăрпа аптăранă чухне. Çын хăйне евĕр алкоголь çимĕçĕ çине куçать. Хăйне кирлине илес вырăнне организм эрех-сăран чухăн калорийĕпе çырлахать. Витамин çитменни ăна хавшатать, унăн тытăмĕ этанолпа тата уксус альдегичĕпе сиенленет. Кун пек чухне эрехĕн наркăмăш витĕмне вăл çăмăллăнах парăнать. Алкоголь аппетита чакарать кăна мар, выçăллă-тутăллă çỹресси патне илсе пырать. Вăрах вăхăт ĕçкĕпе иртĕхсен глюкоза ирĕлме чарăнать, юнра юн хисепĕ чакать, организм кал-кал ĕçлейми пулать. Çав вăхăтрах çу хисепĕ ỹссе каять, вăл пĕверте пухăнать. Унран тата хăрушăраххи _ пĕвер циррозĕ пуçланни. Эрехе пула В1 тата В6 витаминсем, ферментсен ĕçне тытса пыракан пĕрлешỹсем йĕркелесси япăхланать. В1 витамина организм йышăнми пулать. Д витамин гормон йышши çыхăнусем йĕркелеймест. Çаксем _ пурнăçра кирлĕ япаласем. Эрех ăш-чикри шыва хăвалать, çакă нерв клеткисемшĕн сиенлĕ. Ĕçке пула çĕр-çĕр çемье арканать, çынсем çамрăклах вилеççĕ, ачи-пăчине тăлăха хăвараççĕ. "Ĕçке пула пуç пĕтет", _ тенĕ ваттисем. Шутласа илĕр: сывлăх хаклă е эрех? Инкеке сирме вăй çитереймесен тухтăрсенчен пулăшу ыйтмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика