Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем "ШĂНКĂРАВА" кĕтеççĕ

15 ноября 2008 г.

 Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Надежда Николаевна Круглован ĕç стажĕ пĕчĕк мар _ 30 çула яхăн вăл ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Уроксем хыççăн та киле кайма васкамасть. Тăван чĕлхепе кăсăкланакансемпе, сăвă-калав çырма кăмăллакансемпе çырас ăсталăха туптас тĕлĕшпе кружок ертсе пырать. "Елчĕк ен" хаçатпа та туслă вăл вĕрентекен ачасем. Хаçатăн "Шăнкăрав" хушма кăларăмĕнче Курнавăш шкулĕнче ăс пухакансен хайлавĕсем сахал мар пичетленеççĕ. Тăрăшуллă вĕрентекен хăйĕн тавра курăмне ỹстерсе пырас тесе нумай вулать, компьютера лайăх пĕлет, тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Уроксене çĕнĕлле ирттерет ачасен аслă юлташĕ. Пултаруллă педагог Раççей Федерацийĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика