15 ноября 2008 г.
Ачасемпе çамрăксен "Юмах фейерверкĕ" театр пултарулăхĕн республикăри фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕн конкурсĕ Шăмăршăра иртрĕ. Унта Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи ачасен драма коллективĕсем хутшăнчĕç. Пирĕн районти çамрăк артистсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Районти культурăпа кану центрĕнчи Л.Траншкина ертсе пыракан ачасем "Красная шапочка, трое волчат и золотое правило" пьесăна лартса пачĕç. Рольсене драма кружокне 4 çул ытла çỹрекен Полина Кириллова, Валентина Муллина, Кристина Кошелькова, Антон Смирнов, Дарья Смирнова, Семен Портнов ăста вылярĕç. Çавăн пекех кăçал çеç сцена çине тухнă Вика Локтева, Алла Новикова сăнарсене аван калăпларĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче тепĕр театр студийĕ те ĕçлет. Вăл "Сириус" ятлă. Ăна нумаях пулмасть çеç ертсе пыма пуçларăм пулин те кĕске вăхăт хушшинчех ачасемпе "Как из глупого мешка так много яблок" юмах хатĕрлерĕмĕр. Ăна Шăмăршăри фестивальте кăтартрăмăр. А.Горшков, Л.Павлова, М.Павлова, Е.Сайкина, Н.Ишмуратова, Е.Чернова, В.Викторов, Н.Пыркин, Е.Данилов вылянă вăхăтра чăннипех те юмах тĕнчине çитсе курнăн туйăнчĕ.