Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке йăлăхтармасть

15 ноября 2008 г.

 Кĕнеке _ чи лайăх тус анчах мар, чи лайăх парне те, уйрăмах вулавăшсемшĕн. Вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме кашни кĕнеке, хаçат-журнал пулăшать-çке. Кăçал, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче, тĕп библиотека фончĕ чăннипех те уйрăм çынсен парнисемпе аванах пуянланчĕ. Çав вăхăтрах пирĕн вулакансем хушшинче чылай çул библиотекăна кĕнекесем парнелекенсем те пур. Вĕсенчен пĕри _ Д.П.Кудряшова вĕрентекен. Парнесем хушшинче ытларах вырăс, ют çĕршыв классикĕсен хайлавĕсем. Вăл парнеленĕ "Юрату панорами" серипе тухакан романсен пуххине те (100 кĕнекене яхăн) вулакансем кăмăлласа йышăнчĕç. Çавăн пекех Г.Ф.Никифоровапа А.А.Колсанов хастар вулакансене те аса илмесĕр хăварас килмест. Вĕсем хăйсем туяннă кĕнекесене вуласа тухнă хыççăн час-часах библиотекăна парнелеççĕ. ЧПУн "Ульяновец" хаçачĕн яваплă секретарĕ О.В.Герасимова вара библиотекăна "Глория" журнал пуххипе пуянлатрĕ. Вăлах краеведени уйрăмне "Ульяновец" хаçатпа тивĕçтерсе тăрать. Кĕнеке парнелес шутлисене çакна калас килет. Библиотекăра пĕр кĕнеке те, хаçат-журнал та çухалмасть, пурне те шута илетпĕр, инвентарь номерĕ паратпăр. Эппин, кирек хăш вăхăтра та эсир библиотекăна пырса хăвăр тунсăхланă кĕнекене илсе тепĕр хут та вулама пултаратăр. Сирĕн кĕнеке вара нумай-нумай çынна интереслĕ минутсем, сехетсем парнелĕ. Çакă мар-и парнелекеншĕн хăйĕншĕн чи лайăх парне?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика