Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле канашланин усси пысăк

15 ноября 2008 г.

 Районти культурăпа кану центрĕнче культура ĕçченĕсен семинарĕ иртрĕ. Хальхинче вăл районти библиотекарьсемпе пĕрле пулчĕ. Районта шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан çула çитмен ачасемпе профилактика ĕçĕсем ирттересси, вĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрасси культура ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çакна шута илсе район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси секретарĕ Л.Александрова культработниксемпе тĕл пулчĕ. Пухăннисене кĕçĕн çулсенчи ачасем хăйсене йĕркесĕр тытнă самантсенче мĕн тумаллине ăнлантарчĕ, административлă майпа айăплакан саккунсемпе паллаштарчĕ. Районта "Сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пынă май семинарта культурăпа кану центрĕн методисчĕсем "Пить или жить" ятлă мастер-класпа паллаштарчĕç. Тĕп тĕллев _ çамрăксене киревсĕр йăла-йĕркесенчен сыхласси, сывă пурнăçпа пурăнма хистесси. Мастер-класа пăхса ларнă хыççăн культура ĕçченĕсем кашнийĕ хăйĕн ялĕнче çавнашкал тематика каçĕсем йĕркелемеллине палăртрĕç. Çакăн евĕр мероприятисем ирттерни чылай çамрăка тĕплĕн шухăшлама май парĕ. Пенси фончĕн çĕнĕлĕхĕсем пирки Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева паллаштарчĕ. Культура çурчĕсен тата библиотека системин ĕçченĕсем килĕштерсе тăрăшни, уявсене, савăнăçлă каçсене пĕрле йĕркелени вĕсен пахалăхĕнче палăрать. Çакна çирĕплетсех каларĕç библиотекарьсемпе культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем. Чỹк уйăхĕ тĕрлĕ паллă уявсемпе пуян. Вĕсен шутĕнче призывниксен тата аннесен кунĕсем. Кирлĕ пулăшу парас шутпа информаципе методика пайĕн методисчĕсем асăннă уявсене йĕркелеме ялсенчи культработниксене çĕнĕ сценарисемпе паллаштарчĕç. Мероприятисене интереслĕ ирттерме, паянхи пурнăçа тĕпе хурса çĕнĕлĕхсем кĕртме сĕнчĕç. Семинар савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ. Ĕçтешсем Патреккелти культура çурчĕн директорне В.Борисовăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика