Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Специалистсем пулăшĕç

15 ноября 2008 г.

 Кĕçех пенсие тухатăп. Çавна май ыйтса пĕлесшĕн: унчченхи союзлă республикăсенче пухнă стажа шута илеççĕ-и? Документсене хамăн шырамалла-и е Пенси фончĕн управленийĕ пулăшать-и? Саккун тăрăх рабочире, служащире вăй хунă кирек хăш тапхăр та, çав шутра Раççей Федерацийĕн тулашĕнче тăрăшни те, пĕтĕмĕшле стажа кĕрет. СССР республикисенче союзлă патшалăх арканиччен (1991 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен) вăй хунине Раççей Федерацийĕн территорийĕнче ĕçленĕ пекех стажа илеççĕ. Асăннă вăхăт хыççăнхи тапхăра тĕпе хурас пирки ыйтăва татса парасси çав патшалăхпа НПППна кĕрекен çĕршывсен гражданĕсен ирĕкне 1991 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ хыççăн пенсипе тивĕçтерес енĕпе гарантиленин килĕшĕвĕ е пенсипе тивĕçтерес тĕлĕшпе икĕ енлĕ Килĕшỹ çирĕплетнинчен килет. Раççей (совет) органĕсенче тăрăшнă тапхăра ĕç кĕнеки е унта кĕртмен вăхăт пирки çав организацисем панă документ тăрăх палăртаççĕ. Стажа çирĕплетме тивсен (ĕç кĕнекинчи тỹрлетỹсене, йышăнни е хăтарни пирки тĕрĕс кăтартманнине пула тата ытти те) страхланă çынна документсем ыйтса илме Пенси фончĕн специалисчĕсем пулăшаççĕ. Пенси шутлама кирлĕ мĕнпур стажа илме гражданинăн тивĕçлĕ канăва тухас умĕн 6 уйăх маларах пенси органне документсем çитермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика