12 ноября 2008 г.
Çуткỹлĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул коллективĕ хăйсен ĕçтешĕсене, кунта вĕрентнĕ, автоаварире вăхăтсăр пурнăçĕсем татăлнă Козловсене манмасть. Кашни çулах вĕрентекенсен ячĕпе волейбол турнирне ирттерет. Пĕтĕм тăкаксене хăй çине илнĕ коллектив _ турнира хутшăнакансене тỹлевсĕр вĕри апат çитерессине йĕркелет, участниксене юрă-ташăпа саламлать. Чăннипех коллективизм туйăмĕ, пĕрлĕхлĕх нихăçан та сивĕнмест шкулта. Кăçал Козловсене асăнса йĕркеленĕ турнир 6-мĕш хут иртрĕ. Участниксене çак шкулта ĕçленĕ, хальхи вăхăтра район пуçлăхĕн çумĕнче _ район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçинче тăрăшакан Л.Левый, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин ăнăçусем сунчĕç. Турнир кашни çулах командăсен ăсталăхĕ ỹссе пынине кăтартать. Кăçал та çавăн пекех. Хĕрỹ кĕрешỹре Çирĕклĕ Шăхальсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта _ унчченхи çулсенче мала тухнă Курнавăшсем. Виççĕмĕшĕсем _ Елчĕксем. Çакна палăртма кăмăллă: ытти командăсен йышĕнче арçынсем çеç пулсан, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕн командинче пĕр хĕр _ Ирина Максимова вылярĕ. Çĕнтерỹçĕсене призсемпе дипломсем парса хавхалантарчĕç.