Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăртан асли çук

12 ноября 2008 г.

Çăкăртан асли çук Ял хуçалăхĕнче тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен эрне кун иртнĕ районти уявĕнче 2008 çулхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç. Çăкăр çитĕнтерекенсен чаплă уявĕнче тĕп сăмаха калама район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина тивĕçлĕ пулчĕ. Кăçал районĕпе ял хуçалăх культурисене пурĕ 35057 гектар, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17500 гектар çинче çитĕнтернĕ. Пурĕ 46600 тонна, иртнĕ çулхинчен 39 процент ытларах тыр-пул пухса кĕртнĕ. Çапла майпа тыр-пул тухăçĕ кашни гектар пуçне иртнĕ çулхи 23,4 центнер вырăнне 27,8 центнерпа танлашнă. Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче чи пысăк тухăçлă çăкăр çитĕннĕ. Ăна кунта 1 гектар пуçне 43,7 центнер пухса кĕртнĕ. "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче _ 42,3 центнер, "Комбайн" ЯХПКра _ 42 центнер, "Сатурн" ЯХПКра _ 37,3 центнер, "Свобода" ЯХПКра _ 36,3 центнер. "Клевер" ООО вара чи тухăçлă çĕр улми пухса кĕртме пултарчĕ. "Цветковы", "Гладков" хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, "Свобода", "Комбайн" ЯХПКсенче те "иккĕмĕш çăкăр" ăнса çитĕннĕ. Пахча çимĕç туса илессинче те "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕ тухăçлă ĕçленине палăртма кăмăллă. "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Рассвет", "Яманчурино", "Свобода" ял хуçалăх предприятийĕсенче уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленчĕç, çавна май вĕсенчи ĕç тухăçлăхĕ те пысăк пулнă. "Прогресс", "Комбайн", "Марс", "Рассвет", "Клевер" хуçалăхсенчи механизаторсем ытти хуçалăхсене те пулăшу аллине тăсса пама ỹркенмен. Çитĕнỹсене вара çынсем тунă. Уявра пушшех ĕçченсен ячĕсене кăмăлтан аса илни вырăнлă. Тĕш тырă пухса кĕртессинче сарăлнă ăмăртура Валерий Куприянов ("Прогресс" ЗАО) хăйне çирĕплетсе панă "Дон-1500" комбайнпа 20150 центнер тырă çапса тĕшĕлеме пултарчĕ, 2008 çулхи вырма чемпионĕ пулса тăчĕ. Водительсен ăмăртăвĕнче "Комбайн" ЯХПКри Николай Головинпа танлашакан тупăнмарĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те хăйсен уявне ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илеççĕ. 9 уйăхра районĕпе аш-какай туса илессине иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 13 процент, сĕт туса илессине 4 процент ỹстернĕ. Çак тапхăрта районĕпе 1 ĕнерен 3774 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 399 килограмм ытларах сĕт сунă. Чи пысăк сăвăм "Победа" ЯХПКра _ 5462 килограмм, "Комбайн" ЯХПКра _ 5006 килограмм. Уяври асра юлмалли самант _ çĕнтерỹçĕсене чыслани. Ĕçре палăрнисен пысăк ушкăнне савăнăçлă пухура çакăн пек сума суни вĕсене малашнехи ĕçре хавхалантарса пырĕ. Акционерсен "Прогресс" хупă обществин директорне Михаил Разумова, районти ял хуçалăх предприятийĕсене им-çампа тивĕçтерекен "Восток" ООО директорне Людмила Смирновăна, "Колос" ЯХПК ĕçченне Анатолий Воронова Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе, "Комбайн" ЯХПК механизаторне Николай Романова, "Эмметево" ОООри Николай Карсаков механизатора, "Рассвет" ЯХПКри Валерий Иванов механизатора, "Яманчурино" ОООри Ильсур Сабитова, "Прогресс" ЗАОри Надежда Терентьева ĕне сăвакан оператора, "Сатурн" ЯХПКри Ирина Кукурузова ĕне сăвакан оператора, "Комбайн" ЯХПКри Лариса Головина ĕне сăвакан оператора, "Яманчỹрелти сельхозхими" патшалăх унитарлă предприятири Николай Комиссаров водителе, К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçине Владимир Немцева Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, дояркăсемпе механизаторсен тепĕр ушкăнне район пуçлăхĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕç. Ял хуçалăхĕнче тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявне Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕç, уй-хирте, фермăсенче тăрăшакансен пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Культурăпа кану центрĕн фойинче ял тăрăхĕсем йăла тăрăх выставка хатĕрленĕ. Жюри Елчĕк ял тăрăхĕ пĕрремĕш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ _ иккĕмĕш, Тăрăм ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннине палăртрĕç пулсан та сĕтелĕсене пĕри тепринчен тулăхрах, пуянрах хатĕрлеме тăрăшнине палăртмалла. Çакăншăн, чăннипех, пурте тав сăмахне тивĕçлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика