Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке тусĕсен уявĕ

12 ноября 2008 г.

Энтепери пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта библиотекăсен кунне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. 1-8-мĕш классенче вĕренекенсем 5 урок хыççăн килĕсене мар, библиотекăна васкарĕç. Вĕсене Екатерина Викентьевна Садовникова библиотекарь ăшшăн кĕтсе илчĕ. Ырă кăмăллă аслă юлташне шкул ачисем хисеплеççĕ, вăхăтра кирлĕ сĕнỹ панăшăн тав тăваççĕ. 2004 çултан кунта ĕçлет библиотекарь. Компьютер ĕмĕрĕнче ачасене кĕнекепе интереслентерсе вулаттарасси ансат мар. Ачасен вулас кăмăлĕ ан чактăр тесе Екатерина Викентьевна тĕрлĕ меслетпе усă курать: çĕнĕ кĕнекесен куравне йĕркелет, конкурссем, викторинăсем, калаçусем ирттерет. "Малышки" ача садĕнчи шăпăрлансен те кĕтнĕ хăни вăл. Вулама пĕлмеççĕ пулин те, ỹкерчĕксене интересленсех пăхаççĕ, саспа вуласа панине тимлĕн итлеççĕ. Шкул библиотекин кунне те савăнăçлăн ирттерме палăртрĕ вăл вĕрентекенсемпе пĕрле. Уява Фея та персе çитрĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Кĕнеке тусĕсен кунĕнче кĕтме пултарайман хăна та пулчĕ _ Тухатмăш, вăл Кĕнеке королевине тыткăна илни çинчен пĕлтерчĕ. Ăна хăтарас тесе ачасем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, Королевăна ирĕке кăларчĕç. Уява юрă-ташăпа та илемлетрĕç. 1-мĕш класра вĕренекен Ксюша Садовниковăпа Настя Сапожникова юрланине, 7-мĕшсен _ О.Мальцева, С.Михеева ташшине куракансем кăмăллăн пăхса ларчĕç. Кĕнеке тусĕсенчен 2 команда йĕркелесе вĕсен тавра курăмне тĕрĕслерĕ библиотекарь. Инсценировка та туса кăтартрĕç, кĕнеке валли закладка та турĕç, ыйтусем çине те хуравларĕç... Çăмăлах пулмарĕ тупăшу. "Золотая книга" команда "Умелые ребята" командăран 2 балл нумайрах пуçтарса çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Час-часах пуçтарăнаççĕ библиотекăна ачасем, вулав залĕ те пулнă май кунта уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисене ирттерме питĕ меллĕ. Юлашки çулсенче çĕнĕ илемлĕ литература, справочниксем, словарьсем, энциклопедисем, методика кăтартăвĕсем килни вара шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсене савăнтарать. Паха, илемлĕ ỹкерчĕклĕ, хитре хуплашкаллă кĕнеке пурин куçне те илĕртет, хăйне алла илтерттерет, вулама хистет. Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче библиотекарь ертсе пынипе шкул ачисем хăйсен кĕнекине те компьютерпа пичетлесе кăларчĕç, районти шкул библиотекарĕсен умĕнче презентаци турĕç. Йывăрлăхсем те çук мар ĕçре. Программа тăрăх вулама сĕннĕ кĕнекесем сахалли е пачах та çукки чуна пăшăрхантарать. Аслăрах классенче вĕренекенсем библиотекăна сайрарах килни те хумхантарать, çĕнĕлле ĕçлеме хистет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика