12 ноября 2008 г.
Тĕреклĕ те мăнаçлă çĕршыва вăйлă çар кирлех. Уйрăмах паянхи лăпкă мар саманара çĕршыв çирĕплĕхĕ хỹтĕлевçĕсенчен сахал мар килет. "Тăван çĕршыва хỹтĕлесси Раççей Федерацийĕн гражданинĕн чыслă ĕçĕпе тивĕçĕ пулса тăрать. Раççей Федерацийĕн гражданинĕ Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн çар службинче тăрать", палăртнă РФ Конституцийĕн 56-мĕш статйинче. Чỹк уйăхĕн 6-мĕшĕнче районта Призывник кунĕ иртрĕ. Ыран çар ретне тăракансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ пуçтарăнчĕç райадминистрацин ларусем ирттерекен пысăк залне. Пухăннисене саламласа чи малтанах Елчĕк районĕн çар комиссарĕ В.Буклаков сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çар ретне 65 çамрăк тăрать. Вĕсенчен 8-шĕ аслă пĕлỹ илнĕ, ыттисем училищĕсемпе техникумсем, вăтам шкул пĕтернисем. Призывниксен ытларах пайĕ тинĕс çар флотне, ракетăпа космос çарĕсене, сывлăш-десант çарĕсене кайни паллă. Валерий Веннадьевич çĕршыва сыхласси кашни арçыннăн тĕп тивĕçĕ пулнине, çар ретĕнче тăнă çамрăксем салтака кайманнисенчен чылай енĕпе улшăнса тăнине палăртрĕ. Çĕршыв умĕнче тивĕçе пурнăçланă çын пурнăçне мĕнлерех йĕркелемеллине, ашшĕ-амăшĕн куçĕнчен пăхса лармалла маррине аван чухлать. Чăн-чăн арçын çарта туптанать. Призывпа çар ретне тăракансен ашшĕ-амăшĕсен паян ывăлĕсене "вĕри точкăсене" ярасран пăшăрханма кирлĕ мар. Ялан сыхă тăракан хĕç-пăшаллă вăйсен хăш та пĕр чаçĕсем контракт мелĕ çине куçнă май лăпкă мар вырăнсене контрактниксене анчах яраççĕ. В.Буклаков кашни призывниках çар тивĕçне чыслăн пурнăçлама сĕнчĕ. Салтаксем çĕршыв лăпкăлăхĕпе çирĕплĕхне хỹтĕленĕ чух пирĕн килсенче канлĕ те ырă пулнине палăртрĕ. Салам сăмахĕсем çумне район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый хутшăнчĕ, çамрăксене район, республика чысне çỹллĕ шайра тытма, çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа каялла ырă-сывă таврăнма сĕнчĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Николай Московский тĕрлĕ вăхăтра çĕршыва хỹтĕлесе паттăрлăх кăтартнă ентешĕмĕрсем кашнийĕншĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Салтак ретне тăричченех çар тумĕпе, хĕç-пăшалпа, службăн пĕрремĕш кунĕсенчи лару-тăрупа паллашни йĕкĕтсемшĕн усăллă. Çар комиссариачĕн пĕрремĕш отделени начальникĕн пулăшуçи, запасри подполковник В.Шалыгин çакна тĕпе хурса призывниксене çар пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен мăнаçлăх туйăмĕ вăратакан, чуна хумхантаракан юррисене итленĕ хыççăн чылай амăшĕн куçĕсем шывланчĕç. Призывниксене парнесемпе чысланă хыççăн Николай Чудотворец ячĕллĕ часавайра ыранхи салтаксен ячĕпе молебен иртрĕ.