Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Помост çинче _ пăхаттирсем

08 ноября 2008 г.

Чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнче А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ "тимĕр вăййипе" кăсăкланакансене йышăнчĕ. Кăçал тăххăрмĕш хут кире пуканĕ йăтакансем "Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăртăва тухрĕç. "Елчĕк ен" хаçат сывă пурнăç йĕркине сарас, районта физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе сахал мар материалсем хатĕрлет. Çакăнпа çеç лăпланмасть коллектив _ çулсеренех çуллахи спорт сезонĕ пуçланнă ятпа çăмăл атлетсен кросне, кĕркунне вара кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвне йĕркелет. Çакă мар-и журналистсен ырă, паха енĕ? Ăмăртăва хутшăнакансене саламланă май, район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев хаçатçăсем малашне те çак ырă йăласене малалла тытса пырасса шанса тăнине палăртрĕç. Малтанах помост çине хĕр ачасем тухрĕç. Чăнах, юлашки вăхăтра арçын ачасемпе юнашар вĕсене час-часах курма пулать. Чи çăмăл виçере _ 60 килограма çитичченхи атлеткăсенчен Курнавăш шкулĕнчи Т.Мартышкинăна çитекенни пулмарĕ. Çавăн пекех кунта Елчĕк шкулĕнчи В.Николаева, Кивĕ Эйпеçри А.Чернова та малти вырăнсенче. 70 килограма çитичченхи виçере йĕкĕрешсем _ Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче пĕлỹ пухакан Вероникăпа Виктория Купташкинасем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. "Хыпар" хаçат парнисемшĕн ирттернĕ турнирта палăрнă Вероника Купташкина кунта та ыттисене мала ямарĕ _ икĕ енлĕ ăмăртура 85 балл пуçтарчĕ. Унăн йĕкĕрешĕ Виктория 74 балпа иккĕмĕш вырăна юлчĕ. Е.Еремеева та (Елчĕк шкулĕ) призерсен йышĕнче. 70 килограмлă виçере Курнавăшри И.Светопольская çĕнтерчĕ. А.Горшков, А.Евграфов, Ю.Карпов, Ю.Кужиков, А.Трофимов, А.Иванов, Г.Каринкин, О.Маленький, Ю.Миронов, Ю.Попов... Кире пуканĕ йăтакансене кăмăллакансем çак хушаматсене питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем Раççейри, Чăваш Енри турнирсене хутшăннă, спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ. Халĕ те вĕсен пархатарлă ĕçне малалла тăсакансем сахал мар. "Елчĕк ен" хаçат призĕсемшĕн ăмăртăва тухнă атлетсем çакна çирĕплетрĕç те. 50 килограмлă виçере арçын ачасем пĕр пăт таякан кире пуканĕпе ăмăртрĕç. 7 атлетран Çĕнĕ Пăвари П.Чермаков икĕ енлĕ ăмăртса 79,5 балл пухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Курнавăш шкулĕнчи Д.Кудряшов (70 балл), Кĕçĕн Таяпари В.Семенов (48 балл). 55 килограмлă атлетсенчен Курнавăш шкулĕнчи Д.Григорьев, С.Елисеев, А.Яковлев призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Хăйсен виçисенче И.Кривов, Д.Светопольский (Курнавăш шкулĕ), А.Голубев (Кĕçĕн Таяпа), И.Маликов (Çирĕклĕ Шăхаль), В.Паймин, В.Бобров (Курнавăш шкулĕ) çĕнтерчĕç. Çавăн пекех 75 килограма çитичченхи виçере Д.Изратова (Кивĕ Эйпеç), М.Корнилова (Курнавăш), 80 килограмлă атлетсенчен Н.Николаева (Курнавăш), Н.Андреева (Кивĕ Эйпеç), А.Арбузова (Елчĕк), 80 килограмран йывăртарах виçери А.Павлова (Кивĕ Эйпеç) палăртмалла. Арçынсен ăмăртăвне хутшăнакансем йышлăн пулмарĕç пулин те, вăл хăйĕн çивĕчлĕхĕпе илĕртрĕ. Хăйсен виçисенче Курнавăшри А.Кубиков, Р.Григорьев (Кивĕ Эйпеç шкулĕ), А.Михайлов, Н.Волков (Елчĕк шкулĕ), С.Александров (Кивĕ Эйпеç шкулĕ), Д.Енедеров (Тăрăм), А.Лакачов (Курнавăш), О.Николаев (Елчĕк), А.Балашников (Çĕнĕ Пăва), П.Кузнецов (Курнавăш) призерсен йышне кĕчĕç. Йăлана кĕнĕ турнира ветерансем хутшăнни илем кỹрет çеç. 40 çулран иртнĕ атлетсенчен М.Скворцов (Кĕçĕн Таяпа), А.Константинов (Курнавăш), О.Федоров (Елчĕк), А.Муллин (Тĕмер) хăйсем спорт тусĕсем пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Ветерансем хушшинче 50 çул урлă каçнă атлетсем те сахал мар. Г.Туманов вара 70 çула çывхарса пырать, тĕрлĕ турнирсене хутшăнать. Çĕнĕ Эйпеç ялĕн старости çитĕнсе пыракан ăрушăн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăчĕ. Геннадий Тимофеевич виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, хăйĕнчен çамрăкрах В.Марковпа (Энтепе) А.Анисимова (Ĕнел) çеç маларах ирттерчĕ. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн атлечĕсем командăсен кĕрешĕвĕнче мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕксемпе Çирĕклĕ Шăхальсем йышăнчĕç. Тĕп шкулсенчен Кивĕ Эйпеçри, Кĕçĕн Таяпари, Энтепери атлетсем _ призлă вырăнсенче. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисем, призсем парса чысларĕç. Çавăн пекех малти вырăна тухнă атлетсем "Елчĕк ен" хаçата 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулта тỹлевсĕр илсе тăрĕç. Турнира ирттерме çăмăл мар. Çапах та "Россельхозбанк" ОАОн районти уйрăмĕ (Т.Волков), Перекет банкĕн районти уйрăмĕ (А.Шадриков), НПО "Промсервис" ЗАО (Ю.Титов), "Радуга" ООО (В.Егоров), "Прогресс" ЗАО (М.Разумов), "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ЗАО (А.Иванов), "Чăвашьенкрахмал" ООО (А.Кудряшов), "Ритуал" ООО (Л.Григорьев), И.Зайцев (Çĕнĕ Пăва), Н.Трофимов (Тăрăм) уйрăм предпринимательсем пулăшу аллине тăсса пачĕç. Вĕсене тата ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнă судьясене _ А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен шкулĕнче ĕçлекенсене тав тăватпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика