Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аварисен шучĕ ỹсни пăшăрхантарать

08 ноября 2008 г.

ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ГАИ уйрăмĕ çул-йĕр çинчи инкексенчен асăрхаттарас тĕллевпе тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсем ирттерет. 10 уйăх кăтартăвĕсене тишкерес пулсан, çул çỹрев йĕркине пăснă 2078 тĕслĕх тупса палăртнă. Руль умне ỹсĕр ларнăшăн _ 109, хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн _ 432, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн 257 водителе айăпланă. Çуран çỹрекенсем те йĕркене пăсаççĕ. Кăçал çакăн евĕр 145 гражданина явап тыттарнă. Тĕрлĕ акцисем, профилактика мероприятийĕсем йĕркелессипе те тимлеççĕ. Хамăр хаçатра пропагандăпа агитаци материалĕсем сахал мар пичетленеççĕ. Автохуçалăхсемпе шкулсенче пулса çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе калаçусем ирттересси те йăлара. ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ГАИ уйрăмĕн административлă законодательствăна пăхăннине тĕрĕслессипе ĕçлекен инспекторĕ Андрей Адюков çак ĕçре 2003 çултанпах тимлет. Маларах вăл Чулхулари милици академийĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕреннĕ. Андрей Владимирович ĕçе чунтан парăннипе, тỹрĕ кăмăллă пулнипе палăрса тăрать. Ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар йĕрке хуралĕнче тăрăшакансен. Шартлама сивĕ е çумăрлă çанталăк-и, уяв кунĕ е канмалли кун _ яланах службăра вĕсем. Андрей Владимирович çул-йĕр çинчи лару-тăру пăшăрхантарнине палăртрĕ. _ Аварисен шучĕ çулсерен ỹссе пырать. Тĕп сăлтавĕ вара _ хамăрта. Водителĕн е çуран çỹрекен çыннăн çăмăлттайла хăтланăвĕнче, хăрушлăха туйманнинче, тимсĕрлĕхпе вĕçкĕнлĕхре, _ палăртрĕ вăл. _ Çул-йĕр вара асăрханусăрлăха каçармасть, тимсĕрлĕх инкекпе вĕçленет. ГАИ уйрăмĕн ертỹçи С.Краснов пĕлтернĕ тăрăх, А.Адюковпа пропаганда енĕпе тимлекен инспектор Н.Байдуганов хăйсен ĕçне тĕплĕн пĕлнипе палăрса тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика