Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри семинар иртнĕ

08 ноября 2008 г.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне çỹллĕ шайра аталантарас тĕллевпе Чăваш Енпе Германи çĕршывĕ хушшинче çирĕпленнĕ "Чăваш Республикин ял регионĕсен нумай çуллăх аталанăвĕ" пĕрлехи проекта ĕçе кĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ республикăри семинар Елчĕк районĕнче иртнĕ. Калаçу теми: "Мăйракаллă шултра выльăхсене пĕтĕлентернĕ, ăрусен пахалăхне лайăхлатнă чухне вĕсен экстерьерне тата вăкăрсене суйлассине хак пани". Семинара "Чувашское" ОАО директорĕн çумĕ В.Антонов ертсе пынă. Акционерсен "Прогресс" хупă обществин директорĕ М.Разумов общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Ун хыççăн Германирен ятарласа килнĕ Гуидо Яношек господин "Чăваш Республикин ял регионĕсен нумай çуллăх аталанăвĕ" проекчĕпе паллаштарнă. Буркхард господин Саксони Ангальт (RSA) мăйракаллă шултра выльăхсене ĕрчетессипе мĕнле ĕçлени çинчен чарăнса тăнă. Семинарăн практика пайĕ акционерсен "Прогресс" обществинче иртнĕ. Кунти выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе ĕçлекен республикăри специалистсене Германи ĕç опычĕпе тата тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе вĕрентỹ ирттернĕ, ыйтусем çине хуравланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика