06 ноября 2008 г.
Çак кунсенче Патреккелти культура çуртĕнче аслă класра вĕренекенсем кĕрхи уяв ирттерчĕç. Вăл кĕçĕн класра вĕренекенсем аслă тантăшĕсене саламланипе пуçланчĕ. Вĕсем тĕрлĕрен кăткăс ыйтусен конкурсне те тăрăшса ирттерчĕç. Залра ларакансемпе кĕрхи балăн хуçисем кĕркуннепе çыхăннă конкурс ыйтăвĕсене тĕплĕ хуравсем пама пултарчĕç. Жюри членĕсем кам нумайрах очко пухнине шутласах пычĕç. Часах сцена çине кĕрхи тум тăхăннă "артистсем" хăпарчĕç. Кунтах чĕрĕп те, кĕркуннехи кăвак пĕлĕт те, шăна кăмпи те, сăпса та, хăярсем те, помидор та, кĕрхи мулкач та, сунарçă та, хурăн та, кĕркуннехи ангел та, ылтăн кĕркунне те, хура çĕр те хăйсен тумĕсемпе куракансене тыткăнларĕç. "Артистсем" кĕскен хăйсен биографийĕпе паллаштарчĕç, çынсене хăш енчен ытларах усă кỹнине каласа пачĕç. Жюри членĕсем вĕсем хатĕрлесе килнĕ кĕрхи çимĕçсене те хакларĕç. Кĕрхи бал ертỹçи Валентина Ильинична Иванова уява хутшăннă "артистсемпе" тĕрлĕрен хаваслă конкурссем ирттерчĕ. Чи нумай очко пухса 9-мĕш класра вĕренекенсем çĕнтерчĕç. Уявăн тĕп хуçи _ балăн королеви Диана Клементьева тесе палăртрĕç. 2-мĕш вырăна 7-мĕш класра вĕренекенсем, 3-мĕш вырăна _ 8-мĕш класра вĕренекенсем çĕнсе илчĕç. Пурне те питĕ кăмăла кайрĕ çак уяв. Ун хыççăн пурте дискотекăна юлчĕç. Çитес кунсенче вара ял çамрăкĕсем кĕрхи уяв ирттерме палăртрĕç.