Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килте путене çитĕнтереççĕ

06 ноября 2008 г.

Килте путене çитĕнтереççĕ Ял çынни кулленхи пурнăçа сыпăнтарса пурăнас тĕллевпе хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх усранине, çĕр улми, пахча çимĕç туса илнине лайăх пĕлсе, курса тăратпăр. Анчах уйрăм çын вĕçен кайăк _ путене ĕрчетни хальлĕхе сайра тĕл пулать. Курнавăшри Ефимовсем _ Василий Алексеевичпа Мария Александровна ĕçрен хăраман, ỹркенмен çынсем, виççĕмĕш çул хăйсене çак ĕçре тĕрĕслеççĕ. Путене аш-какайĕ тĕрлĕ чиртен сывалма пулăшать, çăмарти те çын организмĕшĕн питех те усăллă, диета продукчĕ шутланать. Ефимовсен путене ферминче иртнĕ кунсенче ятарласа пулса куртăмăр. Фазан йышĕнчи çак вĕçен кайăка тĕрĕссипе эпĕ сайра курнă. Кунта вара вĕсен хисепĕ 1000 пуçран та ытла, пурте _ куç умĕнче. Эпир Ефимовсем патне шăпах Алевтина Леонтьевăпа Ольга Николаева вĕçен кайăксене апатлантарнă вăхăтра çитрĕмĕр. _ Вĕсем алла питĕ хăвăрт хăнăхаççĕ, йышлăн ĕрчеме пултараççĕ, _ тет кил хуçи хĕрарăмĕ Мария Ефимова. Ятарлă клеткăсене вырнаçтарнă путенесене юратса сăнарăм. Вĕсем _ чăпар кайăксем. _ Акă, курăр, пирĕн чăпаррисем анчах мар, шуррисем те пур, _ тет Ольга Николаева инкубаторти путене чĕппине аллипе тытса. Чăнах та, ушкăнра пĕртен-пĕри _ шурă тĕслĕ, чăх чĕппи евĕрлĕрех туйăнчĕ вăл. Путене автанĕ тĕкĕпе те, хăйĕн йывăрăшĕпе те чăххи пекех. Ытларах вĕсем сарăрах хăмăр тĕксемпе витĕннĕ. Пуçĕ тăрăх виçĕ шурă йăрăм выртать, кăкăрĕпе хырăм айĕ шурăрах сăрă тĕслĕ. Вĕсем _ тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, хỹрисем, урисем кĕске. Хĕрарăмсем путене çăмартисене ятарлă упаковкăна вырнаçтарма пикенчĕç. Кунтан вĕсене Шупашкарти, Елчĕкри лавккасене сутма леçеççĕ. Василий Ефимов палăртнă тăрăх, вĕсем тавар туянакана шыраса хăшкăлмаççĕ, хăйсен яланхи, çирĕпленнĕ клиенчĕсем пур. Путене çăмарти яка, тăрăхларах, хăмăртарах сарă тĕслĕ. Ун çинче хурарах хăмăр пăнчă нумай. Ефимовсем путене чĕпписене вырăнти инкубатортах кăлараççĕ. Вăхăт çитсен чĕпсем çăмартасем ăшĕнчен икĕ талăкра тухса пĕтеççĕ. Вĕсен малтанхи тĕкĕсем 40 кунран тăкăнса улшăнаççĕ, 7 эрнерен чĕпсем кĕлеткипе амăшĕ пек пулса çитеççĕ, çăмарта тума пуçлаççĕ. Курнавăшра, чăннипех, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Ефимовсен çемйи _ вĕсенчен пĕри...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика