25 октября 2008 г.
Çак кунсенче эпир, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 7 "б" класра вĕренекенсем, шкулта "Чăваш ачисем _ Кăнтăр Осети ачисене" ятпа иртнĕ акцие хутшăнтăмăр. Татьяна Витальевна Герасимова ертсе пынипе вырăс чĕлхи урокĕнче инçетри Кăнтăр Осети ачисене çыру çыртăмăр. Ачасем мирлĕ пурнăçра та çакăн евĕрлĕ йывăрлăхсене тỹсни пире пăшăрхантарчĕ. Паллах, пире унти пурнăçа ăнланма йывăр, мĕншĕн тесен эпир вăрçă курман. Апла пулин те хамăр вăрçа хирĕç пулнине çирĕплететпĕр. Хальхи вăхăтра та тем тĕрлĕ хĕç-пăшал ăсталаса кăлараççĕ. Тăнăç пурнăçпа пурăнмалли ачасен кун-çулне хĕрхенмесĕр таптаççĕ, ашшĕ-амăшĕсĕр хăвараççĕ. Пирĕн те çак ачасене мĕнле те пулин пулăшас килет. Эпир çырнă çырусем вĕсен чунĕсене ăшăтасса, ỹкерчĕксем хаваслăх кỹрессе шанатпăр. Пирĕн пурин те кирек хăш халăха та (чăваш-и, вырăс-и, осетин-и) пулăшмалла, çĕршыва юрăхлă çын пулса çитĕнмелле. Хамăн ỹкерчĕкри пекех манăн янкăр тỹпере яланах шурă кăвакарчăнсем вĕçнине курас килет. Хăюллăн вĕçчĕр вĕсем, никамран хăрамасăр. Эпир вара вĕсем çине савăнăçлă куçпа пăхса яланах: "Пире вăрçă кирлĕ мар!" _ тесе калатпăр.