Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунран пăрăнар мар

25 октября 2008 г.

Уголовлă Кодексăн 49-мĕш статйипе килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕнче 2006 çултанпах "обязательнăй ĕçсем" (судпа айăпланă çынсене тĕп ĕçрен пушансан тỹлевсĕр ĕçлеттерни) айăплав вăйра тăрать. Саккунпа килĕшỹллĕн асăннă наказани виçи _ 60 сехетрен пуçласа 240 сехет таран. Çак айăплава суд йышăнăвĕпе çи-рĕплетеççĕ. "Обязательнăй ĕçсем" айăплава вĕренỹ е ĕç хыççăн кунсерен 2 сехетрен пуçласа 4 сехет таранччен тỹлевсĕр ĕçлесе татмалла. Айăпланнисене ытларах ялсенчи урамсене тирпей-илем кĕртес ĕçе явăçтараççĕ. Вĕсене тĕрĕслесе тата асăрхаса тăрассине район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çирĕплетеççĕ. 2008 çулхи 9 уйăхра суд йышăнĕвĕпе килĕшỹллĕн районта 29 гражданина "обязательнăй ĕçсем" наказани парса хăварнă. Вĕсене кашнинех ĕçе вырнаçтарса ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса панă. Çапах та çак айăпçăсен хушшинче айăплава пурнăçлас мар текенсем те тĕл пулаççĕ. Тĕслĕх вырăнне Елчĕкри В.А. Мудрецова палăртас килет. Район сучĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ăна 220 сехетлĕх "обязательнăй ĕçсем" айăплав парса хăварнăччĕ. Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ çине çирĕплетнĕ хыççăн В.Мудрецова Елчĕк ялĕн урамĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçе явăçтарма палăртнă. Анчах та айăпçă айăплава пурнăçласран пăрăннă. Çавна май унăн ĕçне тепĕр хут суда тăратма тиврĕ. Малашне тỹрĕ çул çине тăмасан Лаш Таяпари О.М.Евдокимовпа Д.О.Самсонова та çак шăпах кĕтет. Вĕсене 130 сехетлĕх "обязательнăй ĕçсем" айăплав çирĕплетнĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вара (уйрăмах Елчĕкпе Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене) тивĕçе туйса çирĕпрех пулма сĕнес килет. Уголовлă пурнăçлав кодексĕн 28 статйипе килĕшỹллĕн "обязательнăй ĕçсем" наказани илнĕ çынна тĕрĕслесе тăрса ĕçлеттересси, ĕçрен пăрăнакансем пирки уголовлă ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан инспекцие пĕлтересси _ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тĕп тивĕçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика