25 октября 2008 г.
Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче право йĕркине пăсасран асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕçлекен районти комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый ертсе пычĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларура 3 ыйту пăхса тухрĕç. Аварисен шутне чакарасчĕ Чи малтанах ГАИ уйрăмĕн ертỹçи С.Краснов район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. 2008 çулхи 9 уйăхра районти çул-йĕрсем çинче 20 авари пулнă, вĕсенче 9 çын вилнĕ, 20 çын аманнă. 2007 çулхи 9 уйăхра вара 12 авари пулнă, вĕсенче 3 çын вилнĕ, 19 çын аманнă. Цифрăсем, паллах, тарăн шухăша яраççĕ. Сергей Алексеевич палăртнă тăрăх, аварисен тĕп сăлтавĕ _ водительсем тата çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнинче, тимсĕр пулнинче, хăрушлăха туйманнинче. Кăçалхи 9 уйăхра, сăмахран, çул-йĕр правилисене пăхăнман 1858 çынна административлă майпа явап тыттарнă (2007 çулпа танлаштарсан 38,6 процент нумайрах), çав шутран 92 водитель ỹсĕрле руль умне ларнă. Хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн 377, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн 228 çынна айăпланă. Автотранспорт шучĕ çулсеренех ỹссе пырать. Танлаштарас пулсан, 2005 çулта _ 3317, 2008 çулта _ 4533 транспорт хатĕрне регистрациленĕ. Кирлĕ таран вĕренмесĕрех права илекенсем йышланни те аварисен тĕп сăлтавĕсен шутĕнче. С.Краснов пĕлтернĕ тăрăх, ГАИ уйрăмĕ "2006-2012 çулсенче çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх шайне ỹстересси" федераци программипе килĕшỹллĕн, "водитель ỹсĕр е ỹсĕр маррине" вырăнтах палăртакан алкотестер туяннă. Çывăх вăхăтра çул-йĕр çине вырнаçтарма ятарлă фото- тата видеокамера туянасшăн. Вĕсене туянма укçа-тенкĕ уйăрас ыйтăва районти Депутатсен пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче пăхса тухнă. Ларура шкул автобусĕсене юсавлă, тивĕçлĕ шайра тытмаллине, ачасене турттарнă чух вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухрĕç, çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтермеллине палăртрĕç. Çул-йĕр çинче пулакан инкексене сирсе ярассипе çыхăннă ыйтусене ял тăрăхĕсенче ĕçлекен профилактика канашĕсенче çĕклемеллине (унта водительсене те явăçтармалла), ял урамĕсене хăвăртлăха чакарма пулăшакан тỹремсĕрлĕхсемпе тивĕçтермеллине, çул-йĕр пăрланнă вăхăтра усă курма хăйăрпа-тăвар хутăшне çителĕклĕ таран хатĕрлемеллине, кирлĕ вырăнта çул-йĕр паллисене вырнаçтармаллине палăртрĕç ларура. Шăпах çул-йĕр паллисене вырнаçтарманни йĕркене сĕмсĕррĕн пăснă водительсене тивĕçлипе явап тыттарассинче ура хунине пĕлтерчĕ район прокурорĕн çумĕ В.Николаев. Пĕрремĕш ыйтупа Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Воробьев тухса калаçрĕ, асăннă ял тăрăхĕнчи çулсем çинчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Лаш Таяпапа Яманчỹрел ялĕсем хушшинчи çул-йĕр уйрăмах пăшăрхантарнине асăнчĕ вăл. Путăк-шăтăклă çулпа пынă чух кювета анса каяс хăрушлăх пысăк. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче 1 шкул автобусĕ шутланса тăрать. Ăна тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси, вĕренекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал автобус валли ятарлă гараж тунă. Автобус водителĕн ĕç стажĕ 20 çулпа танлашать. Çул-йĕр йĕркисене пăхăнман водительсене малашне ял тăрăхĕнче ĕçлекен профилактика канашĕн ларăвĕсенче пăхса тухассине йăлана кĕртессине пĕлтерчĕ Владимир Петрович. Çул çитменнисене - тимлĕх Иккĕмĕш ыйтăвăн тĕп теми _ "Раççей Федерацийĕн 2007 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи "Çул çитменнисем çумне çирĕплетнĕ обществăлла воспитательсем çинчен" саккун районта мĕнле пурнăçа кĕни". Асăннă ыйтупа райадмини-страцин çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссин яваплă секретарĕ Л.Александрова сăмах илчĕ. Асăннă саккуна пурнăçа кĕртес тĕлĕшĕпе районта 2007 çултанпах тимлеççĕ. Паянхи кун çул çитмен 28 çамрăк çумне обществăлла воспитательсем çирĕплетнĕ. Вĕсем хушшинче учительсем, медицина тата культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем, муниципаллă служащисем, ял хуçалăх работникĕсемпе пенсионерсем пур. Обществăлла воспитательсем ашшĕ-амăшĕсемпе, шкулпа тата культура учрежденийĕсемпе тачă çыхăнура тăраççĕ, тỹрĕ çултан пăрăнма пуçланă çамрăка тĕрĕс çулпа утма хистеççĕ. Райадминистрацин çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комисси обществăлла воспитательсен пĕлĕвне ỹстерессипе, вĕсен ĕçне контрольлесе тăрассипе яваплă. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин асăннă ыйтупа ял тăрăхĕнче мĕнле ĕçлесе пынипе, обществăлла воспитательсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кашни ял тăрăхĕн пуçлăхне пăшăрхантаракан тепĕр ыйту _ халăхăн пысăк пайĕ алкоголизм тыткăнне лекни, алăран эрех сутакансем йышланни. Эрехе пулах çемьесем арканаççĕ, вĕсенче ачасене воспитани парас ĕç тивĕçлĕ шайра мар. Чăваш Республикин Президенчĕн "Алкоголь продукцийĕпе усă курас тата алкоголизмпа эрех ĕçнине хирĕç кĕрешес ĕçе контрольлессине вăйлатассипе çыхăннă хушма мерăсем çинчен" Саккунне мĕнле пăхăнса ĕçлени çинчен Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Власов тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Зайцев отчет туса пачĕç.