22 октября 2008 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, районти çăмăл атлетсем çуллахи спорт сезонне СССР спорт мастерĕн, Раççей тата Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Çĕнĕ Шупашкарти Спорт манежĕн директорĕн Борис Николаевич Атамановăн призĕсемшĕн ирттерекен ăмăртупа вĕçлеççĕ. Иртнĕ шăмат кун вĕсем ентешĕмĕр çуралнă тăрăха _ Курнавăш ялне пухăнчĕç. Çăмăл атлетсен ăмăртăвне Б.Атамановăн юлташĕсем _ спорт мастерĕсемпе тренерсем Н.Анисимовпа Н.Григорьев, район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый та килнĕ _ вĕсем спортсменсене ăнăçусем сунчĕç. Çăмăл атлетсен кĕрхи кросне чи малтанах 5-7-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем тухрĕç. 60 ытла спортсмен хушшинче чи ăнăçли _ Аслă Елчĕкри вăтам шкулта пĕлỹ пухакан Т.Афанасьева. Вăл 500 метрлă дистанцие 1 минут та 33,3 çеккунтра вĕçлерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенчи Кĕçĕн Таяпари тĕп шкулти М.Тарасовăпа М.Скворцова ăна кăшт çеç выляса ячĕç. Çак ỹсĕмри арçын ачасем 1000 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. А.Соколов (Аслă Елчĕкри шкул) ăна Çирĕклĕ Шăхальти шкулти А.Яковлевран 1 (!) çеккунт çеç маларах вĕçлерĕ. Виççĕмĕш вырăна тухнă Н.Сорокинăн (Лаш Таяпари шкул) кăтартăвĕ те питĕ лайăх _ 3 минут та 28,1 çеккунт. Старта 8-9-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем тухрĕç. 1000 метрлă дистанцире С.Баймушкинăна (Елчĕкри шкул) çитекен никам та пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче унăн командăри юлташĕсем _ О.Каширинăпа М.Куприянова. Арçын ачасенчен каллех çак шкулти А.Федоров 2000 метра чи малтан чупса тухрĕ. Унăн вăхăчĕ 6 минут та 34 çеккунт. Çакă иккĕмĕш вырăн йышăннă С.Кривовăн (Курнавăшри шкул) 10 çеккунт лайăхрах. Виççĕмĕш вырăнта _ Патреккелти шкулта вĕренекен Н.Николаев. Çăмăл атлетсен спорт сезонне вĕçлекенсем _ шкулсенчи 10-11 классенче пĕлỹ пухакансем. Кунта хĕрсем хушшинче З.Ивановăна (Курнавăшри шкул), О.Теренинăна (Лаш Таяпари шкул), И.Филипповăна (Елчĕкри шкул) çитекен пулмарĕ. 3 çухрăма чупнă каччăсем те мала тухассишĕн, хăйсен пултарулăхне кăтартассишĕн вăй-хала шеллемерĕç. Курнавăшри шкулти Д.Батраков ăна 10 минут та 21,6 çеккунтра вĕçлерĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăннă А.Федоровăн (Елчĕкри шкул) кăтартăвĕ _ 10 минут та 23 çеккунт. Виççĕмĕш вырăнта Лаш Таяпари шкулти А.Ермаков. Çак дистанцире çитĕннĕ атлетсенчен П.Добронравов ("Прогресс" ЗАО) палăрчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчен Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем, Курнавăшсем, тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Таяпасемпе Хăвăлçырмасем, Патреккелсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Б.Атаманов Çĕнĕ Шупашкарти Спорт манежĕнче спортпа культура мероприятине ирттерет. Çак кун Шупашкарта пурăнакан ентешсемпе Елчĕк тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем хăйсен ăсталăхне тепĕр хут тĕрĕслесе пăхĕç.