22 октября 2008 г.
СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева асăнса "Совет-ская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен 70-мĕш эстафетин итогĕсем иртнĕ эрне вĕçĕнче паллă пулнă. Тĕрлĕ ушкăнсенче вăй виçнĕ пирĕн командăсем япăх мар ăмăртнă. Акă, республикăри спорт çемйисен тупăшăвне Кушкăри Зайцевсем хутшăннă. Çемье пуçĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Георгий Леонидович, унăн мăшăрĕ _ Аслă Пăла Тимешри ача сачĕн воспитательници Елена Ильинична тата вĕсен ывăлĕ Леонид 400х300х100 метра чупнă, 9-мĕш вырăн йышăннă. Положени тăрăх çемье командинчи ача 14 çултан аслăрах пулмалла мар. Леонид хăйĕнчен виçĕ çул аслăрах ачасемпе чупнăран, паллах, унăн кăтартăвĕ ыттисенчен начартарах пулнă. Анчах ял тăрăхĕсен тупăшăвĕнче çемье пĕрремĕш вырăна тухнă, Зайцевсем кубок тата диплом илме тивĕç пулнă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен ушкăнĕнче ăмăртнă Кĕçĕн Таяпа шкулĕ 24 команда хушшинче 8-мĕш вырăна тухнă. Ку ушкăнра 6 участник 400-шер метра чупнă. Эстафетăна Кĕçĕн Таяпасем 6 минут та 44,4 çеккунтра вĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен ушкăнĕнче Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем 90 команда хушшинче 10-мĕш вырăна тухма пултарни те пысăк çитĕнỹ. 10 вĕренекен 400-шер метра чупнă. Финиша 10 минут та 01 çеккунтра çитнĕ. Район администрацийĕсен командисен ушкăнĕнче Елчĕксем финиша 5-мĕш çитнĕ. 5х400 метрлă дистанцие вĕсем 5 минут та 56,1 çеккунтра вĕçленĕ.