18 октября 2008 г.
Нумаях пулмасть патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органĕнче Чăвашстатăн Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ, унта патшалăх пĕлтерĕшлĕ мероприяти-йĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Федерацин 2002 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнчи "Пĕтĕм халăх çыравĕ çинчен" 8-мĕш саккунĕпе килĕшỹллĕн тата РФ Правительствин 2006 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнчи 7-р, Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 53-р хушăвĕсене пурнăçласа Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравне хатĕрленес енĕпе республикăра малалла ĕçлеççĕ. Кăçал пурнăçламалли тĕп тĕллевсем паллă ĕнтĕ: халăх пурăнакан вырăнти адрес хуçалăхне йĕркелесе çитермелле _ урамсен ячĕсен аншлагĕсене, çуртсен, подъездсен, хваттерсен номерĕсене çырса çапнине, киввисене çĕнетнине, вĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Шалти ĕçсен органĕсен тата миграци службин ĕçченĕсен граждансем хăйсем шутра тăнă тата пурăннă вырăнсенче регистрацие тăмалли тата унран тухмалли йĕркене пăхăннине тишкермелле, администраципе территори тата муниципалитетпа территори йĕркелĕвĕсен переченĕпе чиккисене уçăмлатмалла, картографи материалĕсене хатĕрлемелле, информаципе ăнлантару ĕçĕсене туса пымалла. Чăвашстат ертỹçи Ю.Марков палăртнă тĕллевсем еплерех пурнăçланса пыни пирки тĕплĕн каласа пачĕ, çитмен-лĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Чăвашстат ертỹçи çирĕплетнĕ тăрăх, адрес хуçалăхне йĕркене кĕртессине пур çĕрте те тивĕçлипе хаклаççĕ. Районсемпе хуласенче вĕсене уйăрса илмелли ориентирсене _ аншлагсене, номер паллисене тĕплĕн инвентаризациленĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕн пур çуртăн 80 процентне тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 12 процентĕнче тĕрлĕ çитменлĕх тупнă. Ялсенчи лару-тăру та питех уйрăлса тăмасть. Унта мĕн пур çуртăн 87 процентне тĕпченĕ, 18,4 процентĕнче çỹлерех асăннă çитменлĕхсене асăрханă. Яваплă мероприятисенчен тепри _ граждансем регистрацие тăмалли тата унран тухмалли йĕркене пăхăннине тĕрĕслени. Раççей миграци службин Чăваш Республикинчи подразделенийĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри халăхăн 29 процентне тишкернĕ. Хулара тупса палăртнă çитменлĕхсем: 377 çын регистрацисĕр пурăннă, 14 çула çитмен 791 ачана регистраци тата хваттер карточкине кĕртмен... Раççей халăхĕн черетлĕ çыравĕ 2010 çулхи юпа уйăхĕн-че пулмалла. Ăна тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес тесе маларах, кăçалхи юпа уйăхĕнче, Санкт-Петербург, Хабаровск, Балашиха тăрăхĕсенче сăнавлă çырав йĕркелеççĕ. Унта Росстатăн специалисчĕсем пухăнаççĕ. 2010 çулхи çыравра ыйтăм тата харпăр хăй палăртăвĕн мелĕпе усă курĕç. Пĕрремĕшĕ ансат ĕнтĕ: çыравçă хăй ыйтса пĕлет. Иккĕмĕшĕ икĕ тĕрлĕ: çырав бланкĕсене почтăпа ярса панă хыççăн гражданинăн хуравламалла та çав меслетпех тавăрса памалла; çыравçă киле парса хăварнă ĕçлĕ хута хăй тĕллĕн тултармалла та вăл пырса илессе кĕтмелле. Хăш мелĕ тухăçлăрах пулассине сăнавлă çырав уçăмлатса парĕ. Çыравçăна ятарлă тумран уйăрса илĕпĕр, çумĕнче унăн пысăк сумка пулĕ, пуçĕнче _ бейсболка, мăйĕнче _ шарф. Ăна шăхличĕпе, хунарпа тивĕç-терме йышăннă.