Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа тĕл пулчĕç

18 октября 2008 г.

Халăхпа тĕл пулчĕç Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ертỹçин çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, Федерацин Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану сферинчи надзор службин территори управленийĕн ертỹçи В.Муллина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи А.Иванов, Халăх çут ĕçĕпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн председателĕ З.Степанова хутшăнчĕç. "Республикăн 2009 тата планланă тапхăрăн 2010-2011 çулĕсенчи бюджечĕ: экономика, пурнăç шайĕпе социаллă аталану ỹсĕмĕсен бюджечĕ", "Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 2008-2009 çулсенчи хĕле мĕнле хатĕрленнине тишкерни" пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем пулчĕç. М.Игнатьев тата район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пыракан ушкăн "Клевер" ОООра, "Нива" ЯХПКра, "Цветковы" ХФХра тата "Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" ОАОра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. С.Ивановпа З.Степанова хутшăннă ушкăн Елчĕк, Курнавăш, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенчи активпа курнăçнă. Федерацин Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану сферинчи надзор службин территори управленийĕн ертỹçи В.Муллина тата районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Л.Клементьева ертсе пыракан ушкăн Лаш Таяпари, Патреккелĕнчи, Елчĕкри тĕп больницăри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрă-мĕсенче, Лаш Таяпари ваттисен çуртĕнче пулчĕ. Ялсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче ăста врачсем çителĕклĕ-и? Специалистсене тĕллевлĕн хатĕрлес ыйтăва тишкереççĕ-и? Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ-и? Пĕрлехи информацин тĕп темисемсĕр пуçне çакă тата ытти ыйтусене хускатрĕ Венера Петровна. Лайăх енсемпе çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕ. Патреккелĕнчи тата Елчĕкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсемпе вара питĕ кăмăллă юлнине пытармарĕ. Халăхпа тĕл пулнă май В.Муллина "Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ỹстерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указпа килĕшỹллĕн Чăваш Енре туса ирттернĕ пысăк ĕçсемпе те паллаштарчĕ. Республикăра травматологи, ортопеди тата эндо-протезировани центрĕ хута кайнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çывăх вăхăтра вара виçĕ районта коронарлă тата пуç мимин юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе чирлекен пациентсене хальхи вăхăтри медицина пулăшăвĕ паракан центрсем хута кайĕç. Çакă инфаркт тата инсульт (халăхăн пысăк пайĕ асăннă чирсене пула пурнăçран ир уйрăлать) чирĕсемпе вилессине тата инвалида тухассине палăрмаллах чакарма май парать. Ертỹçĕсемпе тĕл пулнă май ял çыннисем те хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илме пултарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика