18 октября 2008 г.
Пĕр вунă çул каялла пулнăччĕ çакă. Кумсем хăнана чĕнеççĕ: "Мĕн ячĕпе, мĕнле уяв?" _ ыйтатăп кумаран. "Ара, иртнĕ çулах кỹршĕ ялти аппасем патне хăнана кайсан йĕтес туртнăччĕ Маринăпа. Килĕшỹллĕ мăшăр. Çывăхланас килчĕ пĕр-пĕринпе. Вĕсем патĕнче хăнара пулнă эпир, халĕ хăйсене чĕнесшĕн. Пуçра парăм тăрать", _ тет хайхи. Эпĕ, халиччен ун пек ĕçкĕре пулса курманскер, хаваспах кайрăм унта. Чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăли иккен вăл. Атте-аннерен: "Йĕтес тус", _ тенине илтме тỹр килнĕ-ха, анчах вăл мĕнле тус пулнине ăнланман. "Йĕтес чĕртни" питĕ туслă уяв иккен. Ун çинчен ватăсенчен ыйтса пĕлтĕм. Эпир, чăвашсем, хăнана çывăхра тата аякра пурăнакан тăвансемпе, пĕлĕшсемпе курнăçма, калаçма, савăнма каятпăр. Ку пиртен тухнă йăла мар. Ĕçкĕ-çикĕре сăра-эрехпе кăна мар, тутлă апат-çимĕçпе те хăналанатпăр-çке. Çакăнта вара е хуçи, е чĕннĕ хăнасенчен пĕри хăш-пĕр мăшăра вакламасăр пĕçернĕ автан тушкине пăстарать (урăхла _ автан пăстарать). Автан пăсакан хăни çапла чыс тунăшăн тав тăвать, каласа ырă сунать. Автан ашне вакласа пур хăнине те "кучченеç çимелле" тесе валеçсе тухать. Çак вакланă автан ашĕн пĕр пайĕнчен какайлă йĕтес шăмми пĕр хăнине лекет-лекетех. Енчен те çак йĕтес шăммийĕ çакланнă хăнийĕ ырă кăмăллă, çынпа калаçма, паллашма юратакан çын пулсан, вăл халиччен пĕлсех кайман хуçа хăнипе çывăхрах паллашас, пĕр-пĕрин патне хăнана кайма сăлтав пултăр тесе, çак çынпа йĕтес шăммине туртса хуçаççĕ. Малтан сăмах туса тавлашаççĕ. Кам "ухмаха" юлать, çавă малтан хăнана чĕнет, парне илсе парать. "Ухмаха юлнă" тесе пĕчĕк йĕтес шăмми лекнине калаççĕ. Йĕтес çумĕнчи какайне вара пур хăнине те пĕчĕк-пĕчĕк татăксем туса парса "йĕтес чĕртнĕ чухне пĕрле пулмалла" тесе çитерме тăрăшаççĕ. Çакă йĕтес туртни пулать те ĕнтĕ. Йĕтесне туртнипе кăна мар, ăна чĕртмелле те-ха. Выляса яраканĕ, "ухмаххи", палăртнă вăхăт çитсен тăванĕсене те, халиччен кайса-килсе тăман, йĕтес туртса выляса илнĕ хăнине те йĕтес чĕртме чĕнет. Хаклă парне илсе хурать. Килес хăнисем пурте пуçтарăнсан йĕтес чĕртес калаçăва хускатаççĕ, йăли-йĕркине тăваççĕ. Çакна хаваслă та кулăшла туса ирттереççĕ. Сцена çинчи артистсем пек туса кăтартакансем те пулаççĕ. Акă пĕр самант: икĕ пукан илеççĕ те пуканран пукана чăх кашти пек туса ухват хураççĕ (паян кашни килтех сыхланса юлнă-ши ĕнтĕ вăл). Тавлашура çĕнсе илнĕ хăнисем тата хуçи хăй те чăхсем каштана ларнă пек ухват çине лараççĕ, алла сăра-эрех тытса парне параççĕ, йĕтес юррине юрлаççĕ. Юрра вĕçлесен парне параççĕ, парне хыççăн каллех юрлаççĕ: "Атăл юхмасть тулли ай пулсан та Ан ỹпкелĕр епле пулсан", _ тесе йĕтес чĕртес мыскарана вĕçлеççĕ. Хуçана килĕшсех каймасть пулсан та ухват аврине хуçма тăрăшаççĕ. Йĕтес ĕçки çакăнпа кăна вĕçленмест-ха. Тата хирĕçле те каймалла пулать. Çапла вара пĕр-пĕрин патне хăнана çỹресси нумая тăсăлать. Туртнă йĕтесе ĕçкĕ-çикĕ туса, пĕр-пĕрне парне парса чĕртмеллех, теççĕ. Çакна туса ирттермесен чăх-чĕп пымасть е тата вилсен леш тĕнчере хăвăн йĕтес шăммине хуçса асаплантараççĕ тесе хăратаççĕ. Çакă, паллах, йĕтес ĕçкине туса ирттерме хистет те. Тус-пĕлĕшсем нумай пулни паянхи пурнăçра пушшех кирлĕ. Эрех-сăра ĕçни çеç мар-çке, пĕр-пĕринпе çывăх пурăнни темрен те паха.