18 октября 2008 г.
Çыннăн пурнăçра темлере пĕрре пулсан та вăйлă ĕçсе лартмалли тупăнатех. Сăлтавĕ тĕрлĕрен пулать, анчах та ытларах чухне ĕçлĕ тĕл пулусенче эрех-сăра таврашĕнчен пăрăнма хĕнтерех, уйрăмах вăл е ку килĕшĕве çирĕплетнĕ чухне, е пуçлăх хăнана чĕнсен. Ара, сахал-и унашкал "çивĕч" лару-тăру. Юрать-ха, пĕрисем ун пек пулăмран тип-типĕ "ишсе" тухаççĕ. Теприсен вара ура итлеми пуличченех пыра чỹхемелле пулса тухать. Тепĕр кунне вара... Аса илтерме те хăрушă! Тискер мухмăр чирне мĕнле çĕнтермелле-ши? Çак ыйту тупсăмне Аркадий Спичкин "Наука выживать" кĕнекинче хуравлать. "Вăйлă ĕçнĕ хыççăн çăмăлтарах туяс тесен, хăвăра хỹтĕлеме чылай малтан хатĕрленмелле, _ сĕнет вăл. Çавăнпа çийĕнчех сĕтел çине 4 таблетка кăмрăк, пĕр таблетка аспирин, икĕ таблетка "но-шпа" хатĕрлесе хăварăр. Эрех ĕçнĕ хыççăн вĕсене çывăрас умĕн пĕр харăсах çăтмалла. Кăмрăк сиенлĕ хутăшсене çăтса тасатĕ, аспирин юн тымарĕсене пĕрĕнсе ларма памĕ, "но-шпа" сирĕн пĕвере хỹтĕлĕ. Эрех-сăрапа наркăмăшланнинчен хăтăлма ыйхă пулăшĕ. Çывăрмалла, çывăрмалла, татах çывăрмалла. Çывăрса тăраннă хыççăн вĕри, хыççăнах сивĕ шыпа чỹхенĕр, çийĕнчен алшăллипе хытă сăтăрăнса типĕнĕр. Çав кун йывăр ĕçрен тата чупма, сикме, йăтма асăрханмалла, мĕншĕн тесен чĕрене амантасси те ним мар". "Здоровье" журналти канаша та тĕпе хурар: ĕçке каяс умĕн чей ĕçмелле, таврăнсан каллех çав чее ĕçсе сипленĕр. Тепĕр кунхине хăвăра чылай çăмăлрах туятăр. "Ĕçсен ỹсĕр кам пулмасть?" _ текен ыйтăвăн хуравне тĕрлĕрен параççĕ, анчах та чи тĕрĕсси çак шỹтрен аван курăнать: _ Ĕçкĕ хыççăн тепĕр кунне пуç ан ыраттăр тесен мĕн сĕннĕ пулăттăр? _ ыйтать пĕр çын тухтăртан. _ Чи сиплĕ эмел вăл _ пачах ĕçменни. Хуть мĕнле пысăк ĕçкĕрен те урă таврăнсан, тепĕр кунне сирĕн пуç ыратмĕ!