Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çемьерен ĕç хăрать

18 октября 2008 г.

Ĕçчен çемьерен ĕç хăрать Аслă Елчĕкри Бобинсем автан авăтсан çывăрмаççĕ. Лăпкă пурнăç çинчен манса кайса пуçĕпех ĕçе кỹлĕннĕ вĕсем. Харсăр çемье хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче ĕне выльăх ĕрчетессипе тимлет, çапла майпа кулленхи пурнăçа майлаштарса, сыпăнтарса пурăнать. Мария Семеновнăпа Леонид Петрович Бобинсем 6 ачана пурнăç панă. Ялти пек каласан, Марье аппа, ĕмĕрĕпе тăван хуçалăхра ĕçленĕ, Леонид Петрович Аслă Елчĕкри шкулта 30 çул ĕç урокĕсене ертсе пынă. Чăвашсен йăли-йĕркине пăхăнса хисеплĕ ватăсем тĕп килте кĕçĕн ывăлĕн _ Сергейăн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Кинĕ, Надежда, Елчĕкри коммунхоз бухгалтерийĕнче вăй хурать. Ывăлĕпе кинĕн тăватă ача. Аслисем виççĕшĕ те хĕр, кĕçĕнни, Володя, тĕп килте пурăнмалли, йăха малалла тăсакан. Аслашшĕпе асламăшĕ, паллах, мăнукĕсене пурне те хытă юратаççĕ. Анчах кăçал пуçласа пĕрремĕш класа кайнă Володя вĕсемшĕн тата çывăхрах пек туйăнать. Мĕншĕн тесен хĕр ачисем ỹссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Ывăл ача ялан аслашшĕпе, ашшĕпе пĕрле. Хăй хальлĕхе пĕчĕккĕ пулнине пăхмасăр аслисемпе юнашар тăрмашать. _ Сергей пекех мăнукăм та выльăхсене юратса ỹсет, _ тет Леонид Петрович. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Тăрăшуллă çемьере ачисем те ĕçчен çитĕнеççĕ. Эпир Бобинсем патне каç пулипе çитрĕмĕр. Унта пире Марье аппа кĕтсе илчĕ, вăл çемье таврăнасса кĕтсе каçхи апат хатĕрлеме тытăннă. Леонид Петровичпа Сергей ывăлĕ, Володя мăнукĕ кỹршĕри тутар хирне сахăр чĕкĕнтĕрĕ суйлама кайнă иккен. Вĕсем килессе кĕтсе Мария Семеновнăпа сăмах пуçартăмăр. Вăл хăйĕн ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Çивĕч ăс-тăнлă, пăравур, кил-терĕшри кулленхи пĕтĕм ĕçе тума ĕлкĕрсе тăраканскере сакăр вуннă тултарнă теме чĕлхе çаврăнмасть. _ Ленин ячĕпе хисепленсе тăракан çирĕп хуçалăх юхăнса каясса çав çулсенче шухăшлама та пултарайман эпир. Çак пурнăçа та куртăмăр, _ тет ялти сумлă ватă. Марье аппа ултă ачине тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă çитĕнтерессишĕн тăрăшнă. Анчах Бобинсен çемйинчи шăпа урăхларах килсе тухнă, икĕ ачи _ пĕри ача чухнех, тепри _ çитĕнсе çитсен пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Ашшĕпе амăшĕшĕн вара çакăнтан пысăк хуйхă çĕр çинче урăх çук. Мăшăрĕ, Леонид Петрович, ăнланакан çын пулни, кỹрши-аршисен ырă кăмăлĕ Марье аппан чунне кăштах та пулин лăплантарнах. Калаçса ларнă май вăхăт ирт-нине те сисмен. Акă хапха умне шурă тĕслĕ ГАЗель автомашина çитсе чарăнчĕ. Кĕтнĕ çынсене кĕтсе илтĕмĕрех. _ Йĕпе-сапа пуçланиччен ĕлкĕрес тетпĕр, паян иккĕ хутларăмăр. Хĕлле çак апата ăçтан тупас? _ тет Леонид Петрович. Сергей те ашшĕпе пĕр шухăшлă. Анчах ашшĕ калаçнă чухне итлеме хăнăхнă вăл. Килте ашшĕ хуçа. Çамрăксем ваттисене хисеплесе пурăннăран, ваттисем çамрăксене ăнланнăран вĕсен пысăк çем-йинче килĕшỹлĕх хуçаланать. Çуртра килĕшỹ пулни вара ĕмĕтпе пурăнма, хавхаланса ĕçлеме хистет. ...Кил-çурт тĕпчĕкĕ Сергей хăйĕн тивĕçне лайăх ăнланать. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ĕмĕрне сумлă ĕçре, тивĕçлипе пурăнса ирттернĕ. Малашне çемьене унăн тăрантармалла. Пĕрлешỹллĕ хуçалăх юхăннă, ĕç укçи тỹлейми пулнă хыççăн Бобинсем килти хушма хуçалăха аталантарма шут тытнă. Выльăх-чĕрлĕхĕ вĕсен малтан та картиш тулли пулнă-ха. Ĕне усрани ял çыннишĕн яланах усăллă, сĕт туса илнипе çулталăк тăршшĕпех укçа ĕçлесе илме май пулнине ăнланса вĕсем сăвакан ĕнесен шутне кашни çул май пур таран ỹстерсе пынă. Халĕ Бобинсен килти хушма хуçалăхĕнчи сăвакан ĕнесен хисепĕ 7 пуçа çитнĕ. Унсăр пуçне, 2 вăкăр, 2 çамрăк пăру тытаççĕ. Тына пăрусене ĕне тума хатĕрлеççĕ. Калама ансат, анчах çак çуртра ĕç нумай, вăл кашнин валли çитет. Çуллахи вăхăтра ĕне выльăхсене çырма енчи лаптăкра çỹретеççĕ. Курăк лайăх çитĕннĕ çул ĕнесене тăранмалăх çитет. Çавăнпа çу кунĕсенче вĕсене пăхма та çăмăлрах, йỹнĕ апат _ ура айĕнче. Анчах хĕллехи тапхăрта пĕтĕмпех алăран тăрантарма тивет. Çакăншăн çемьен çу каçипех утă-улăмне, сĕтеклĕ апатне, çăнăхне, каламалли те çук, нумай хатĕрлемелле. Унсăр пуçне, тасатмалли мĕн чухлĕ. Хальлĕхе Бобинсем çак ĕçсене пурне те алă вăйĕпе пурнăçлаççĕ-ха. Пурăнмалли çуртран чылай аяккарах, пахчара туса лартнă пысăк витене те кĕрсе куртăмăр. Кунта хăвна пĕчĕк фермăри пекех туятăн. Витен икĕ айккипе таканасем, кашни такана умне поилка вырнаçтарнă, шыв пăрăх тăрăх пырать. Юнашарах кирпĕчрен тепĕр пысăк вите купалама тытăннă. Апла пулсан, Бобинсем малашне выльăхсен хисепне тата ỹстересшĕн пулни куç кĕрет. Ĕнесене каçхине сумалли вăхăт çитеспе Леонид Петровичпа Сергей ывăлĕ тата Володя мăнукĕ çырма енчи лаптăка илме кайрĕç, эпир те вĕсенчен юлмарăмăр. _ Снежка, Дочка, Зорька, Уляш... ĕнесене пỹрне хуçса шутларĕ пĕчĕк Володя. Ялта пурăнакансене хушма хуçалăха аталантарма _ выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх техники туянма, вите-хуралтă тума "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ те нумай пулăшать. Бобинсем те нумай çуллăха паракан çăмăллăхлă кредитпа усă курнă. Кăçал, акă, комбайн та туянчĕç. Унсăрăн май çук, мĕншĕн тесен вĕсен хăйсен çĕрĕ те пур-çке, вăл пурĕ 10 гектар йышăнать. Унта ытларах утăлăх курăк туса илеççĕ, кăçал тырă та акнă. Ял хуçалăх продукчĕсен хакĕ, ытти таварсемпе танлаштарсан, çак вăхăтченех тивĕçтермелли шайри мар. Хальхи вăхăтра сĕт иртнĕ çулхинчен те йỹнелсе кайни, паллах, продукци туса илекенсене калаçтарать. Анчах ял çынни пурпĕрех шанăçпа, ĕмĕтпе пурăнать. Раççей Правительствин агропромышленность ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ те выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене _ ĕне ашĕ, сĕт туса илекенсене хавхалантарма шантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика