15 октября 2008 г.
Иртнĕ эрнере 1990 çулта çуралнă тата унран çамрăкрах штангистсем Çĕмĕрле хулинче иртнĕ Чăваш Республикин ăмăртăвне хутшăннă. Пирĕн тăрăхри йывăр атлетсем тĕрлĕ ăмăртусенче ăнăçу туни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Арçын ачасемпе, каччăсемпе юнашар хĕр ачасемпе çамрăк хĕрсем те помост çине тухаççĕ. Çĕмĕрлере иртнĕ ăмăртура пирĕн районти штангисткăсен команди Етĕрнесене кăшт çеç маларах ирттерсе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Уйрăм атлетсен кăтартăвĕсем начар мар. 32 килограмлă виçере Л.Иноходова _ пĕрремĕш, 34 килограмлисенчен М.Портнова _ виççĕмĕш, 38 килограмлă атлеткăсенчен И.Ананьева иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне йĕркелесе янăранпах 1990 çулта çуралнă тата çамрăкрах йывăр атлетсен районти команди Чăваш Республикинчи пĕр ăмăртăва та выляса яман _ кашни çулах пĕрремĕш вырăнта пулнă. Кăçал та çавăн пекех ỹкерчĕк _ çамрăксем ытти районсенчен килнĕ командăсене шанăç хăварман. Çĕнтерỹçĕсене хатĕрленĕ çĕрте А.Убасев, А.Портнов, В.Демьянов, Н.Молоствов тренерсем пуçаруллă. Чи вăйлисем: В.Викторов (32 килограмлă виçери атлет), А.Иноходов (34 килограмм), А.Александров (42 килограмм), П.Чермаков (50 килограмм), А.Михайлов (77 килограмм). Çĕнтерỹçĕ-юлташĕсенчен ытти атлетсем те кая юлман. А.Шляпин (34 килограмм), А.Патшин (50 килограмм), А.Викторов (56 килограмм), Н.Алексеев (62 килограмм) _ иккĕмĕш, Д.Николаев (38 килограмм), Н.Васильев (62 килограмм) _ виççĕмĕш вырăнсенче. И.Ефимов атлет та командăна паха очкосем панă. Кунпа çеç лăпланса лармаççĕ йывăр атлетсем. Вĕсем часах хăйсен вăйне çĕнĕрен тĕрĕслесе пăхĕç. Çывăх вăхăтра, чỹк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкре районăн уçă чемпионачĕ иртмелле. СССР спорт мастерне, Чăваш Республикин нумай хут чемпионĕпе рекордсменне, Пĕтĕм Раççейри, ют çĕршывсен турнирĕсене хутшăннă, пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Исаак Петрович Портнова асăнса йĕркеленĕ турнира районти йывăр атлетсем çеç мар, республикăри хуласемпе районсенчен, Ульяновск облаçĕнчен килнĕ спортсменсем те хутшăнĕç. Ăмăртăва йĕркелеме спонсорсем пулăшсан лайăх пулĕччĕ...