Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп приз _ хăнасенче

15 октября 2008 г.

Тĕп приз _ хăнасенче Елчĕк тăрăхĕнче çуллахи спорт сезонĕ "Елчĕк ен" хаçатăн призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕпе уçăлать. Çу тăршшĕпех кану çук вĕсемшĕн _ паллă спортсменсене халалласа тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ. А.Игнатьев, Н.Петров, Н.Григорьев, Н.Анисимов, Б.Атаманов призĕсемшĕн кĕрешĕве тухаççĕ вĕсем. Хамăр ентешĕмĕр, XXV, XXVII, XXVIII Олимп вăййисен участникĕн, Сиднейри Олимпиадăн бронза медалĕн хуçин, СССР тĕнче класлă спорт мастерĕн, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденĕн кавалерĕн В.Андреевăн призĕсемшĕн спорт мелĕпе хăвăрт утассипе йĕркеленĕ ăмăрту та пĕр ретре тăрать. Иртнĕ çулсенче Лаш Таяпа тăрăхĕнче иртетчĕ спорт уявĕ. Кăçал çĕнĕлĕхсем пур. Республикăри уçă турнир Елчĕкри Тĕп лапамра иртрĕ. Районти шкулсен командисемсĕр пуçне Канаш районĕнчи Шелттемри, Тăвай районĕнчи Йăнтăрччăри, Элĕк районĕнчи Тавăмри, Шăмăршăри шкулсенче вĕренекенсем те ăмăртăва хутшăнма кăмăлланă. Çавăн пекех республикăри турнира тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем те килнĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев, унăн çумĕ С.Мельников, Шупашкарти "Олимпийский" стадион директорĕ В.Николаев, çăмăл атлетсен республикăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Н.Панфилов, хăвăрт утакансен республикăри 8-мĕш номерлĕ шкулĕн директорĕ О.Андреев, райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, спорт ăсталăхĕн республикăри аслă шкулĕн директорĕ С.Шелтуков хутшăнни те турнир шайне палăрмаллах ỹстерчĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри атлетсем тĕрлĕ дистанцисенче старта тухрĕç. Чи малтанах чи çамрăккисем _ 1997-1998 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе ар-çын ачасем ăмăртрĕç. 1 çухрăма хĕр ачасенчен Канаш тăрăхĕнчен килнĕ Н.Яковлевăпа Н.Седых малтан тухрĕç. Лаш Таяпари Т.Князева _ виççĕмĕш вырăнта. Çак ỹсĕмри арçын ачасем хушшинче Канашпа Элĕк тăрăхĕсенчен килнĕ атлетсем хушшинче кĕрешỹ пычĕ. Ю.Петров (Канаш районĕ) 1 çухрăмлă дистанцине 4 минут та 48 çеккунтра вĕçлерĕ. Унăн командăри юлташĕ И.Белов 5 çеккунт кая юлса виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Иккĕмĕш вырăна тухнă А.Терентьев (Элĕк районĕ) çĕнтерỹçĕне 1 çеккунт çеç выляса ячĕ. Ытти ỹсĕмри атлетсен кăтартăвĕсем сумлăрах. 1995-1996 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен каллех хăнасем палăрчĕç _ К.Павлова, О.Васильева (Канаш районĕ), Л.Николаева (Тăвай районĕ) призерсен йышне кĕчĕç. Арçын ачасенчен пирĕн районти И.Николаев (Шăмалак) иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. М.Ивановпа Н.Степанов (Канаш районĕ) çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. 1993-1994 çулсенче çуралнă спорт мелĕпе хăвăрт утакансем хушшинче пирĕн енчи атлетсем палăрчĕç. Хĕр ачасенчен С.Баймушкина (Елчĕк шкулĕ), О.Петухова (Кивĕ Эйпеç шкулĕ) пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Вĕсен тупăшăвне Г.Иванова (Канаш районĕ) çеç хутшăнчĕ. Арçын ачасен ушкăнĕнче Елчĕксене çитекенсем пулмарĕç _ А.Федоров (Елчĕк шкулĕ), А.Дмитриев (Кушкă шкулĕ), С.Порфирьев (Кивĕ Эйпеç шкулĕ) малти виçĕ вырăна йышăнчĕç. Чи аслă ỹсĕмри _ 1991-1992 çулсенче çуралнă атлетсен тупăшăвне сăнама питĕ кăсăклă пулчĕ. 2 çухрăмлă дистанцире вăй виçрĕç. Çакна та палăртма кăмăллă _ çак ỹсĕмри атлетсемпе пĕрле вĕсенчен çамрăкрах О.Теренина та старта тухрĕ. Олимпиада призерĕ В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекен, республикăри тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрнă Оксана каллех никама та шанăç хăвармарĕ _ дистанцине 9 минут та 43 çеккунтра вĕçлерĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăннă С.Калмыкован (Элĕк районĕ) кăтартăвĕ 10 минут та 18 çеккунт. Виççĕмĕшĕнче _ О.Алексеева (Канаш районĕ). Каччăсенчен Элĕк районĕнчи А.Егоровпа А.Казыкин, Лаш Таяпари Р.Самсонов палăрчĕç. Ытти çулсенче командăсем хушшинчи ăмăртура Лаш Таяпасем палăратчĕç. Кăçал вара вĕсем иккĕмĕш вырăна юлчĕç. Тĕп приз вара хăнасем патне _ Элĕк районне кайрĕ. Елчĕкри вăтам шкул команди _ виççĕмĕш вырăнта. Тĕп шкулсен командисенчен Кивĕ Эйпеçри спортсменсене палăртма кăмăллă. Вĕсем ытти çулсенче палăрсах кайман _ кăçал вара çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кĕçĕн Таяпари тĕп шкулăн икĕ команди йышăнчĕ. Дистанцисенче çĕнтернĕ уйрăм атлетсене, командăсене В.Андреевпа унăн юлташĕсем грамотăсемпе хаклă парнесем парса чысларĕç. Спорт мелĕпе хăвăрт утассипе техника тĕлĕшĕнчен чи лайăххисем ята тивĕçнĕ О.Теренинăпа Н.Мижерова (Лаш Таяпа) та хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика