Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйă-аукцион иртрĕ

15 октября 2008 г.

Вăйă-аукцион иртрĕ Юпа уйăхĕн 6-16-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче Германи кунĕсем иртеççĕ. Ăна халалласа юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче ял библиотекинче 9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче "Эрудит-2008" ятпа вăйă-аукцион иртрĕ. Ăна нимĕç чĕлхине вĕрентекен Е.Малова ертсе пычĕ. Чăн малтанах вăййа икĕ командăран 5-шер ача хутшăнчĕç: Д.Марков, А.Добронравов, А.Николаев, В.Кедров, К.Борисова, В.Горшкова, Д.Клементьева, Р.Карсакова, О.Максимова, В.Сардаева. Евгения Васильевна Германи çĕршывĕпе çыхăннă ыйтусене ачасем мĕнле хуравланине тарăннăн тĕрĕслерĕ. Вăйă хĕрсе пынă май командăри ачасен шучĕ те чакса пырса Диана Клементьевăпа Роза Карсакова финала тухма, нимĕç чĕлхине лайăх пĕлнине кăтартса пама пултарчĕç. Юлашкинчен тĕп финала Диана Клементьева тăрса юлчĕ. Тĕрлĕрен ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем парса вăл çĕнтерỹçĕ ята, тав çырăвне тивĕçрĕ. Германи кунĕсене хатĕрленсе шкулти библиотекăра "Пĕтĕмпех Германи çинчен" ятпа кĕнекесен куравĕ те йĕркеленĕ. Куравра асăннă çĕршывăн илемлĕ тавралăхĕпе, историйĕпе, хулисемпе, паллă çыннисемпе паллашма пулать. Çитес кунсенче вĕренекенсем ял библиотекинче "Пĕр тăван Гриммсен юмахĕсен урамĕ тăрăх" викторина ыйтăвĕсем çине те хуравсем парĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика