15 октября 2008 г.
Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ 9 уйăх итогĕсене пĕтĕмлетсе канашлу ирттернĕ. Канашлăва Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ, следстви управленийĕн ертỹçи В.Толстов, район прокурорĕ Н.Муллин, А.Филиппов судья тата район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, милици ветеранĕсен канашĕн ертỹçи В.Теллин хутшăнчĕç. Чи малтанах шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕсем И.Бобров, В.Викторов, В.Мекшеев, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн кадрсем енĕпе пулăшаканĕ Н.Галкин, штаб начальникĕ А.Левый сăмах илчĕç, хăйсем ертсе пыракан службăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. 2008 çулхи 9 уйăхра преступленисен шучĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, чакнă. Иртнĕ çул 158 преступлени регистрациленĕ пулсан, кăçал _ 139. Урамсенче тата обществăлла вырăнсенче лăпкăлăха сыхласа хăварас тĕллевпе çине тăрса ĕçленин, профилактика мероприятисем йĕркеленин усси пысăк: асăннă вырăнсенче тунă преступленисен шучĕ 5 тĕслĕх чакнă. Преступленисен шучĕ чакнă пулсан та, лăпланса ларма сăлтав çук. Иртнĕ çулхи 9 уйăхра уйрăмах йывăр преступленисен пĕр тĕслĕхне те регистрацилемен пулсан, кăçал вĕсем 4 таран ỹснĕ, пурте çын вĕлерессипе çыхăннă. Çавăн пекех иртнĕ çул теприн сывлăхне ятарласа сиен кỹнĕ пĕр тĕслĕх те пулман, кăçал çакăн евĕр 1 преступлени тунине тупса палăртнă. Тăхăр уйăхра ỹсĕрле тунă преступленисен шучĕ 6 таран ỹснĕ. Чакнисен шутĕнче çавăн пекех ушкăнпа (2 тĕслĕх), маларах преступлени çулĕ çине тăнисем тунă (11), хĕрарăма мăшкăллассипе (1), ют пурлăха вăрлассипе (13), çаратассипе (3) çыхăннă преступленисем. Тунă преступленисене уçса парасси иртнĕ çул 88,9 процентпа танлашнă пулсан, кăçал вăл 87,5 процент. Преступленисен шучĕ Тăрăм (1 тĕслĕх) тата Çирĕклĕ Шăхаль (5) ял тăрăхĕсенче ỹснĕ пулсан, Елчĕк (6), Аслă Пăла Тимеш (5), Аслă Елчĕк (3), Лаш Таяпа (4), Курнавăш (2), Аслă Таяпа (2), Кĕçĕн Таяпа (3 тĕслĕх) ял тăрăхĕсенче чакнă. Шалти ĕçсен пайĕ преступленисен çулне пỹлес, халăха тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен хỹтĕлес тĕллевпе асăрхаттарупа профилактика мероприятийĕсене сахал мар пурнăçлать. Сăмахран, "Мăкăнь" операци вăхăтĕнче 2 преступлени регистрациленĕ, ялсенче мăкăнь улăмĕ пухса çỹрекен çамрăксене тытса чарнă. "Пасар", "Шырав", "Транспорт-гараж", "Пурлăх" е ытти операцисен те пĕлтерĕшĕ пысăк. 9 уйăхра йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем административлă право йĕркине пăхăнман 3198 çынна (пĕлтĕр _ 2393) явап тыттарнă. Çав шутран суту-илỹ йĕркине пăснăшăн _ 95, хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн _ 90, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 705, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн _ 1875, спирт шĕвекĕпе суту-илỹ тунăшăн _ 17, çемьере харкашу пуçарнăшăн 51 çынна айăпланă. Кашнинех пăшăрхантаракан тепĕр пулăм вăл _ çул-йĕр çинче пулакан инкек. Çак тапхăрта район территорийĕнче 20 (пĕлтĕр _ 12) авари пулнă, вĕсенче 9 (3) çын вилнĕ, 20 (19) аманнă. Инкексен тĕп сăлтавĕ _ водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнинче. Асăннă тапхăрта руль умне ỹсĕрле ларнă 92 водителе тытса чарнă. Канашлура район прокурорĕ Н.Муллин, А.Филиппов судья сăмах илчĕç. Николай Анатольевич паянхи кун районта 53 çыннăн (вĕсенчен ытларах пайĕ Турра ĕненекенсем) паспорт çукки, çак сăлтавпа 2009 çулхи кăрлач уйăхĕнчен вĕсем пенсисĕр тăрса юлас хăрушлăх пуррине, маларах асăннă çынсене кĕске вăхăтрах паспортлă пулма пулăшасси чи малтан пурнăçламалли ĕç пулнине палăртрĕ. Александр Васильевич çул-йĕр çинчи инкексем вăхăтĕнче видеокамерăсемпе усă курмалли (çакă вăл ĕçе пăхса тухнă чух пысăк пĕлтерĕшлĕ), кивелнĕ е юрăхсăра тухнă çул-йĕр паллисене çĕнетсех тăмалли пирки асăнчĕ. Канашлура ытти тĕрлĕ ыйтусене те хускатрĕç, ĕçре тăрăшулăх кăтартакан уголовлă шырав службин ветеранĕсемпе сотрудникĕсене кăкăр çине çакмалли паллăсемпе чысларĕç.