15 октября 2008 г.
Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ. Иртнĕ эрне кун çак тĕллевпе районта канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, агрономсемпе инженерсем, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен ертỹçисем хутшăннă. Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетнĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин уй-хирти юлашки ĕçсене _ кĕрхи çĕртме сухи тăвассине чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçленĕ "Сатурн", "Рассвет", "Комбайн", "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕсен, "Клевер" сахал яваплă юлташлăх ертỹçисене тав турĕ. Çанталăк условийĕсем ял çыннине тивĕçтермелле пулнăран кăçал кĕр мăнтăр килчĕ. Районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17500 гектар çинчен пурĕ 44901 тонна, иртнĕ çулхинчен 11317 тонна (33 процент) ытларах пухса кĕртнĕ. Кашни гектар пуçне, бункер виçипе шутласан, тĕш тырă тухăçĕ 27,5 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç акционерсен "Прогресс" обществинче _ 46,3 центнер, "Комбайн" хуçалăхра _ 45,6 центнер, "Свобода" хуçалăхра _ 44,2. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан "Победа" ЯХПК _ 60 процент, "Урожай" ООО _ 58 процент, "Сатурн" ЯХПК 47 процент ытларах тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çав вăхăтрах Ленин ячĕллĕ, "Кушкă" ЯХПКсем, "Арланово" ООО пирки çакна калаймăн. Асăннă хуçалăхсен кĕлечĕсене иртнĕ çулхинчен те сахалрах тырă кĕнĕ. Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 1 гектар пуçне 15,5 центнер, "Арланово" ОООра 14,2 центнер тĕш тырă анчах илнĕ. Районĕпе 628 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ çĕр улми кашни гектартан 183 центнер тухăç панă. "Клевер" ОООра тата "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăл уйрăмах тухăçлă çитĕннĕ _ 342-330 центнер. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕшĕн те çĕр улми çитĕнтерни усăсăр пулман. "Клевер" ОООра тата "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче чи тухăçлă çĕр улми туса илнин тĕп вăрттăнлăхĕсем: чи лайăх вăрлăхсемпе усă курса ăна Голланди технологийĕпе _ йăрансене хăпартса лартса çитĕнтернинче тесе çирĕплетеççĕ агрономсем. Çапла майпа "Клевер" ООО кăçал 72 гектар çинчен туса илнĕ çĕр улмине анчах 11 ытла миллион тенкĕлĕх сутма пултарчĕ, таса тупăшĕ 5 миллион тенкĕрен кая мар пулмалла. Сахал яваплă юлташлăхра та, фермер хуçалăхĕнче те çĕр улми туса илессинче ĕçе тухăçлă йĕркелеме, продукцие пысăк пахалăхпа алла илме май паракан çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникин комплексĕсемпе усă курчĕç. Ĕç кăтартăвĕсем _ куç умĕнче. Малашне энергие перекетлекен, ку чухнехи çĕнĕ техника туянмасăр ял хуçалăх производствине аталантарма май пулманнине пурте лайăх ăнланаççĕ. Çитес çул мĕнле тухăç илесси çĕртме сухине мĕнле пахалăхпа сухаласа хăварнинчен килет. Малтан асăнтăмăр ĕнтĕ, "Сатурн", "Рассвет", "Комбайн", "Свобода" ЯХПКсенче, "Клевер" ОООра тыр-пул никĕсне çирĕп хывса хăварнă. Хальлĕхе районĕпе кĕрхи çĕртме сухи тумалли ĕç планне 75 процент анчах пурнăçланă. К.Маркс ячĕллĕ ЯХПКра лаптăксене 12 процент, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 25 процент çеç сухаланă. "Арланово" ОООра, "Марс" ЯХПКра та ĕç кая юлнă. Çитес çултан тытăнса тăваттăмĕш репродукцирен кивĕрех вăрлăхпа усă куракансене патшалăх енчен пулăшма пăрахаççĕ. 2012 çул тĕлне районĕпе ял хуçалăх культурисен элита вăрлăхĕсем 15 процентран кая мар пулмалла. Çакăн çинчен çирĕплетсе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ район администрацийĕпе килĕшỹ тунă. Хальлĕхе районĕпе элита вăрлăхсем 9 процент, "Прогресс", "Комбайн", "Свобода", "Сатурн", "Клевер", "Рассвет" хуçалăхсенче вăл 20-40 процент шутланать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче кĕрхи культурăсене пурĕ 6551 гектар акса хăварнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Ильина, О.Карсаков тĕп агроном, В.Чернов тĕп инженер кĕрхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç пулсан, В.Васильева тĕп зоотехник, пĕрле пухăннипе усă курса, яваплă хĕл тапхăрне мĕнле хатĕрленни çинчен чарăнса тăчĕ. Выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма пĕтĕмпе кирлинчен 84 процент утă, 163 процент сенаж, 80 процент силос хывса хăварнă. Пĕр условнăй выльăх пуçне 25,8 центнер апат единици тивĕçет. "Комбайн", "Победа", "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕсенче ăна чылай ытларах хатĕрлеме пултарнă.