Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслă пулни пулăшать

15 октября 2008 г.

Спортпа туслă пулни пулăшать Тỹскел ялĕнчи Евгений Ивановпа иртнĕ çулхи кĕркунне призывниксен кунĕнче паллашма тỹр килнĕччĕ: çỹллĕ те кĕрнеклĕ кĕлеткеллĕ, ăслă та тимлĕ куçсемлĕ лăпкă ача. Ун чухне ашшĕпе амăшĕ Юрий Ивановичпа Зинаида Алексеевна ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен призывниксене такăр та ырă çул сунса халал сăмахĕсем каларĕç. Унтанпа кĕçех çулталăк çитет. Евгений халĕ Жуков хулинче çар ретĕнче тăрать. Хăйне лайăх енчен çеç кăтартакан Елчĕк каччи çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа тав сăмахĕсене тивĕçет. Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ илнĕ вăхăтра спортпа туслă пулни çар пурнăçĕнче çăмăллăх кỹни пирки хыпарлать йĕкĕт ашшĕпе амăшĕ патне çыракан çырусенче. "Зарница", "Орленок" вăйăсене çамрăкранах хутшăннă каччă, штанга йăтакансен секцине çỹренĕ, кĕрешме кăмăлланă. Шкулта "4" тата "5" паллăсемпе (аттестат çинче унăн виçĕ "4" анчах) ĕлкĕрсе пынă. 11 çул пĕлỹ илнĕ хыççăн Мускаври Автоçул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче 5 çул вĕренсе инженер профессине алла илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан çар ретне тăриччен Чăваш Республикин "Чувашавтодор" патшалăх унитарлă предприятийĕн Канашри территори-производство управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕнче вăй хунă. Сăмах май, унăн ашшĕ те çак участокра 20 çул ытла водитель пулса тăрăшать. Амăшĕ Елчĕкри тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕнче медсестра пулса ĕçлет. Çĕршывăмăра, тăван халăха хỹтĕлекене малашне те ăнăçусем сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика