Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Румия - фестиваль призерĕ

15 октября 2008 г.

Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче эстрада юрăçисен тата ташăçăсен "Рамазан-2008" республикăри XVI фестивалĕ иртнĕ. Ăна кашни çулах Чăваш Республикинче пурăнакан тутарсен йăли-йĕркине аталантарас, çамрăк талантсене тупса палăртас, пултарулăх коллективĕсемпе çамрăк артистсен творчествăлла çыхăнăвне çирĕплетес тĕллевпе ирттереççĕ. Фестиваль учредителĕсен йышне Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕ, Патăрьел районĕнчи культурăпа кану центрĕ тата Шăнкăртамри ял тăрăхĕ кĕнĕ. Республикăри фестивале пирĕн районти юрă-ташă ăстисем те хутшăннă. 14 çултан пуçласа аслăрах ушкăнра "Эстрада юрри" номинацире Сăрьелĕнчи Румия Давлетшина çĕнтеруçĕ ята çĕнсе илнĕ. Румия районти пĕр мероприятирен те пăрăнса юлмасть. Вăл тутар халăх юррисене çеç мар, хальхи эстрада юррисене те юрлама кăмăллать. Фестиваль çĕнтерỹçисемпе призерĕсене Чăваш Республикин мăсăльмансен тĕн управленийĕн Председателĕ Альбир Крганов саламланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика