Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкултан пуçланать пурнăç çулĕ

11 октября 2008 г.

Шкултан пуçланать пурнăç çулĕ Ялти пурнăçа чĕрĕлĕх парса тăракан вăй шкул шутланать. Пирĕн ялти шкул хăйĕн пуçламăшне 19 ĕмĕр вĕçĕнчен илет. Вăл 1893 çулта уçăлнă, чиркỹпе прихут шкулĕ шутланнă. 1914 çулта икĕ пỹлĕмлĕ шкул çурчĕ туса лартнă. Малтанхи çулах вĕренекен ачасем те сахал пулнă. Çултан çул вара вĕренес текен ачасен шучĕ ỹссех пынă. Лайăхрах вĕренекеннисем хăйсен ашшĕ-амăшĕсене те вĕрентме тытăннă. Шкулăн пуянлăхĕ, илемĕ вара _ учительсем тата шкул ачисем. Пирĕн ялти шкул çултан çул тĕрекленсе, вăй илсе пынă. Халĕ вăл база шкулĕ шутланать. Унта пурĕ çичĕ ялтан вĕренме çỹреççĕ. Ачасене шкул автобусĕ турттарать. Шкулта вĕренме пĕтĕм услови пур. Çулсеренех аттестат илнĕ çамрăксенчен çурри ытла аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Хăйĕн ĕçне шкулпа çыхăнтарнă çынсенчен пĕри _ Павел Петрович Петров. Вăл 1894 çулта Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Тăватă çул вĕреннĕ хыççăн Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкула вĕренме кĕрет. Учитель ĕçне 1915 çулта Йĕпреç районĕнче пуçлать. Каярахпа вара Аслă Пăла Тимешĕнче, Анат Туçа ялĕсенче ĕçлет. Вăл шăпах çак шкулсенче ĕçленине упранса юлнă справкăсем çирĕплетеççĕ. Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннине çирĕплетекен аттестацийĕ халĕ те упранать. 1920 çултан пуçласа хамăр тăван Кушкăри шкулта ĕçлеме пуçлать. Павел Петрович хăйĕн ĕçне питĕ юратса пурнăçлать. Хаяр вăрçă хирĕнчен таврăннă хыççăн тепĕр хут хăйĕн юратнă ĕçне пуçăнать. Кушкă ялĕнчех тепĕр хут шкулта ĕçлеме пуçланă. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен нумайăшĕ педагог профессине суйласа илнĕ. Вĕсен ачисен ачисем те учителе вĕренсе тухнă ĕнтĕ. 1928 çул. Ялсенче колхозсем йĕркеленме пуçланă вăхăт. Ял халăхĕ тỹрех колхоза кĕресшĕн пулман. Павел Петрович колхоза кĕрекенсенчен те пĕрремĕш пулнă. Ун хыççăн вара ыттисем те колхоза кĕнĕ. 1949 çулхи чỹк уйăхĕн 22-мĕшĕ. Çак кун Павел Петровичшăн та, унăн çемйишĕн те, учительсемпе ачасемшĕн те нумайлăхах асра юлать: Кушкăри çичĕ çул вĕренмелли (вăл вăхăтра) шкулти педагогăн кăкăрĕ çине чи пысăк награда çакса яраççĕ _ Ленин орденĕ. Павел Петровичăн тав хучĕсем халĕ те упранаççĕ. Акă вĕсенчен пĕри: "Павел Петрович! Министерство просвещения Чувашской АССР сердечно поздравляет Вас с высокой правительственной наградой и желает Вам долгих лет жизни и плодотворной работы на благо нашей Родины. Министр просвещения Чувашской АССР (М.Макаров)" Пирĕн тăрăха килсен пурте вăрмансем, садсем çуккине асăрханă. Çавăнпа та Павел Петрович Петров учитель кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе Шăмалака çити çуран кайса хунавсем илсе килнĕ, вĕсене Кушкă шкулĕ йĕри-тавра лартса ỹстернĕ. Ашшĕн ырă ĕçне ывăлĕ _ Александр Павлович малалла тăснă. Вăл нумай çул шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Кушкăри Петровсен учитель династине пуçласа яраканĕ Павел Петрович Петров терĕмĕр. Павел Петровичпа мăшăрĕ икĕ ывăл пăхса ỹстернĕ. Петровсен йăх-несĕлĕсем паянхи кун та халăха вĕрентес ĕçре тăрăшаççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 400 çул ытла. Унăн мăнукĕ Алексей Александрович Петров паянхи кун та Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вăй хурать, историпе обществознани предмечĕсене ертсе пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика