Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç рынокĕ технарьсене ыйтать

11 октября 2008 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче тĕл пулăва чылайранпа ĕç вырăнĕ тупайман граждансене йыхравларăмăр. Кашни çынпа уйрăммăн, куçа-куçăн тĕл пулса калаçни, паллах, ĕç вырăнĕ тупайман çынсен ĕмĕт-тĕллевĕсем çинчен тĕплĕнрех тĕпчесе пĕлме, шухăш-кăмăлĕсене ăнланма май парать. Район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакансене уйрăмах ĕç вырăнĕ тупма йывăр. Çакна пăхмасăр, йывăр лару-тăруран çăлăнăç тупассишĕн, çынсене вăхăтлăх та пулин ĕçпе тивĕçтерессишĕн районти центрта ĕçлекенсем нумай ĕç туса ирттереççĕ. Çуллахи-кĕркуннехи хĕрỹ тапхăрта вĕсене ял хуçалăх предприятийĕсене ĕçе вырнаçтарассипе тимлетпĕр. Яланхиллех, çынсем хăйсем тĕллĕн ĕçлеççĕ. Ку чухне вĕсене кирлĕ хутсене хатĕрлеме районти центр укçа парса пулăшать. Районта пурăнакан, ĕç вырăнĕ тупайман граждансем ют республикăсене кайса ĕçлеме те хирĕç мар. Анчах ун пек чухне чылайăшĕн умне килти хуçалăха тытса пыма кама шанса хăварас ыйту çивĕч тухса тăрать. Паянхи кун ĕçсĕр çынсем хушшинче аслă пĕлỹ илнисем нумай пулни те шухăшлаттарать. Районти промышленноç тата ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлеме вара рабочи специальноçĕсем илнĕ çынсем çитмеççĕ. Йỹнех мар ĕç вырăнĕсем те пушă. Çав вăхăтрах хулара та, ялта та аслă пĕлỹ илнĕ çамрăксем ĕç шыраса хăшкăлаççĕ. Ĕçсĕр çынсем хушшинче уйрăмах гуманитари пĕлĕвĕ илнисем нумаййăн. Паянхи ĕç рынокĕ техника енĕпе тĕрлĕ специальноç илнисене ыйтать. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникине туянаççĕ, анчах çак кăткăс техникăпа ĕçлеме пĕлекенсем çитмеççĕ. Професси суйлавне ашшĕ-амăшĕн те хутшăнмалла. Вĕсем сĕнỹ пани ачисене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшатех. Аслă шкул дипломĕ илсе ĕçсĕр çỹренин мĕн усси?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика