Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тип Тимешсен тепĕр нуша пĕтет

11 октября 2008 г.

Тип Тимешсен тепĕр нуша пĕтет Тип Тимеш ялĕ тарăн, типĕ çырмасемпе "пуян" пулнипе палăрса тăрать. Яла çурмалла пайлакан тип çырма уйрăмах кунта пурăнкансене мĕн авалтан нуша кăтартать. Тахçан тимĕр пăрăх хывса хăварса тунă кĕпер-дамба ансăр тата аял пулнăран тĕрлĕ техника çырмана анса кайса ванни, çынсем, выльăх-чĕрлĕх сусăрланни час-часах пулнă. Йĕпе-сапара тип çырма урлă техникăпа кăна мар, çуран каçса çỹресси те шиклентернĕ. Малашне çак çитменлĕх пĕтессе çирĕп шанаççĕ ял çыннисем. Мĕншĕн тесен кунта "Чăвашавтодор" патшалăх унитарлă предприятийĕн Канашри территори производство управленийĕн Комсомольскинчи прораб участокĕн коллективĕ каçса çỹремелли çĕр дамба хăпартать. Маларах шыв юхса тухмалли 1,5 метр диаметрлă, 68 метр тăршшĕ тимĕр пăрăх хывса хăварнă. Район пуçлăхĕн çумĕ И.Кузнецов каланă тăрăх, дамба 16 метр çỹллĕш пулать, пĕтĕмпе 16 пин кубла метр тăпра турттармалла. Ĕç калăпăшĕ çав тери пысăк. Çавна май кунта кашни кун, канмалли кунсене пăхмасăр "Чăвашавтодорăн" 4 КАМАЗĕ, çĕре хытаракан катокĕ, экскаваторĕпе погрузчикĕ, бульдозерĕ ĕçлеççĕ. И.Кузнецов ĕçе йĕркелесе пырассинче Тăрăм ял тăрăхĕн ертỹçин Л.Павлован пултарулăхне те палăртмасăр иртмерĕ. Вăл тăрăшнипе ялти пĕчĕк кỹлĕри тăма кăларса дамба çине турттараççĕ. Çапла майпа пĕр ĕçе пуçăнса икĕ ĕç пурнăçлама май килет: кỹлĕ тарăнланать, тăм дамба тунă çĕре каять. Унта та шыв юхса тухмалли пăрăхсем хывса хăвараççĕ, айккисене тикĕслесе илемлетеççĕ. Çĕр дамба тăршшĕ 150 метр пулать. Тăпрана турттарса хытарнă хыççăн çиеле хăйăр, вак чул сараççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан дамбăна асфальт сарассине кăçалах вĕçлеме шантараççĕ строительсем. Çĕр дамбăна хăпартнă çĕрте пулнă май ял çыннисемпе те калаçса илме май килчĕ. Тип Тимешре çакăн пек пысăк ĕç тунăшăн ял çыннисем савăнăçлă. "Йĕпе-сапара пирĕн енне машинăпа каçма çук. Пушар тухас пулсан мĕн тумалла? Çакă пирĕн енче пурăнакансене уйрăмах хăрататчĕ. Сĕт пуçтаракан машина та каçаймастчĕ. Нумаях пулмасть, çумăр хыççăн, сĕт витрине йăтса çырма урлă аран-аран каçса килтĕм. Малашне тикĕс çулпа çỹрессе кĕтсе пурăнатпăр. Çавăнпа район, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене тав тăватпăр", _ тет К.Петрова пенсионерка. Унăн шухăшĕпе дамба тăвас ĕç мĕнле пынине сăнаса тăракан ялти ытти çынсем те килĕшеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика