Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕкри тĕл пулусем

11 октября 2008 г.

Кăçал, авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче пирĕн районта çут çанталăкăн, техногенлă тата биологипе социаллă характерлă чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине асăрхаттарас тата вĕсене пĕтерессипе мĕнле ĕçсем тăвассине, мĕнле техникăпа усă курассине тĕрĕслес тĕллевпе республикăри командăпа штаб тренировки ирттернĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун республикăн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков çак вĕренỹре палăрнă службăсен ертỹçисене Хисеп грамотисемпе чысланă. Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Хисеп грамотисене район пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи И.Кузнецов, Канашри МЭУСăн Елчĕкри линипе техника цехĕн начальникĕ П.Кондратьев, 44-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ А.Кузнецов, Елчĕкри тĕп больницăн тĕп врачĕ Л.Клементьева, ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ, общество хăрушсăрлăхĕн милицийĕн начальникĕ В.Викторов тивĕçнĕ. Командăпа штаб вĕрентĕвĕнче хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланăшăн район администрацийĕн организаци ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-экспертне А.Клементьева тав тунă. В.Петьков пухăннисене тĕнчери лару-тăрупа паллаштарнă, гражданла оборонăпа çыхăннă ыйтусемпе тĕрлĕ конкурссене хутшăнма сĕннĕ. Районти тĕп библиотекăра библиотека ĕçченĕсемпе район пуçлăхĕпе Н.Миллинпа, "Хыпар" хаçат тĕп редакторĕн çумĕпе Г.Максимовпа, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕпе Н.Алексеевпа тĕл пулу иртнĕ. Район пуçлăхĕ районта гражданла оборона енĕпе ирттернĕ командăпа штаб тренировки, çул çинчи хăрушсăрлăх, хаçат-журнал çырăнасси пирки чарăнса тăнă. Г.Максимов "Хыпар" хаçата районта çырăнтарасси пирки район ертỹçисенчен, библиотекарьсенчен пулăшу ыйтнă. Н.Алексеев "Елчĕк ен" хаçатăн тиражĕ çулсерен ỹссе пынине палăртнă _ юлашки çулсенче вăл икĕ хута яхăн ỹснĕ. Ỹсĕм сăлтавĕсем _ район хаçачĕн журналисчĕсемпе почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени, халăхпа тĕл пулни, район ертỹçи Н.Миллин куллен пулăшса пыни. Тĕп библиотекăра ирттернĕ тĕл пулура Курнавăшри библиотекăн ертỹçи Р.Горшкова "Хыпар" хаçата _ 100 çул" электронлă презентаци ирттернĕ, краеведени секторĕн заведующийĕ Л.Иванова "Хыпар" хаçатпа çыхăннă анкетăсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Çак кунах районти "Елчĕк ен" хаçатăн редакцийĕн ĕçченĕсем район пуçлăхĕпе Н.Миллинпа, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсемпе ĕçлекен республикăри патшалăх комитечĕн ертỹçипе В.Петьковпа, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕпе Г.Максимовпа тĕл пулнă, район хаçатне кăларас, унăн пахалăхне лайăхлатас ыйтусене сỹтсе явнă. "Елчĕк ен" хаçатăн пай редакторне В.Кирилловăна Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика