11 октября 2008 г.
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем хăйсен професси уявне _ ял хуçалăхĕнче тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне хавхалануллă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ. Уй-хирте тухăçлă çитĕннĕ тырă-пулăпа пахча çимĕçе, çĕр улмие чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пухса кĕртме пултарчĕç. Пĕтĕм лаптăк _ 1200 гектар çинчи çĕре сухаласа хăварма та ĕлкĕрчĕç. Выльăх-чĕрлĕхрен çулталăк тăршшĕпех тивĕçлĕ шайри продукци туса илеççĕ. Уяв умĕн хуçалăх ертỹçинчен, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕнчен Гурий Федоровран çулталăкри ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр. _ Кашни çул тухăçлă тыр-пул, çĕр улми çитĕнтернин вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр? _ Ỹсен-тăран культурисенчен çитес çул мĕнле шайри тухăç илессине кĕркуннерен, çĕртме сухине мĕнле пахалăхпа пурнăçласа хăварнине курса палăртма пулать. Хуçалăхри механизаторсем çакна лайăх пĕлсе тăраççĕ. Кĕркунне пĕтĕм лаптăк çĕре конвертлă майпа сухаласа хăварчĕç. Тĕш тырă культурисене пысăк лаптăкра _ 823 гектар çинче çитĕнтертĕмĕр. Çулсеренех чи лайăх вăрлăхсемпе анчах усă куратпăр, лаптăксене кашни çул кирлĕ чухлĕ минераллă удобренипе апатлантаратпăр, пусă çаврăнăшне агротехника ыйтнă пек йĕркелесе пыратпăр. Çавна май хуçалăх кашни çул ытларах тухăç алла илет. Кăçал та иртнĕ çулхинчен 30 процент ытларах тыр-пул туса илнĕ. Пỹлмесене шăнăçман тырра патшалăха сутатпăр. Ĕçлесе хатĕрлекен предприятисене хальлĕхе ăна 200 тонна сутма пултартăмăр. Тухăçлă çитĕннĕ тыррăн пахалăхĕ те лайăх. Туллăн клейковина хисепĕ 26-29 процентпа танлашать. 35 гектар çинче çитĕннĕ çĕр улмин тухăçĕ те пысăк пулчĕ. Унăн 30 гектарне апат-çимĕçлĕх, сутлăх уйăрнă, тепĕр 5 гектарне ятарласа вăрлăхлăх лартса çитĕнтернĕ, вăл элита репродукцири Невский сорт. Хальхи вăхăтра çĕр улми туса илни хуçалăха пысăк тупăш парать. Кашни çул палăртнă таран лаптăкра севок, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр туса илетпĕр. Вĕсене хĕл каçипех сутатпăр. Чылайранпа ĕнтĕ выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи çитĕнтерессипе ĕçлетпĕр. Унран кашни çул выльăх-чĕрлĕх валли паха апат _ çăнăх, сенаж хывса хăваратпăр. Нимĕç пăрçин, викăн, тĕш тырă культурисен элита вăрлăхĕсене сутатпăр. _ Çĕр ĕç культурисене туса илессинчи çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессипе сирĕн хуçалăх ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Кăçал пуçласа 18 гектар çинче кĕрхи тритикале-житница çитĕнтертĕр. Унăн тухăçĕ те пысăк пулчĕ _ 55 центнер! _ Кĕрхи тритикале-житница, агрономсем çирĕплетнĕ тăрăх, тата пысăк тухăç шантарать. Унăн биологиллĕ тухăçĕ, 1 гектар пуçне шутласан,72 центнертан кая мар пулмалла. Малтан пирĕн унăн вăрлăхне ют республикăран йỹнĕ мар хакпа туянмалла пулчĕ пулсан, кăçал ăна вырăнти вăрлăхпа усă курса 90 гектар çинче акса хăвартăмăр. Хамăртан ытлашшине сутрăмăр та. _ Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсене илес пулсан та, Гурий Иванович, сирĕн хуçалăхран вĕренмелли нумай. _ Сысна ĕрчетессинче хăш-пĕр çитменлĕхсем пур пулин те, кăçалхи 9 уйăхра, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 33 процент ытларах сĕт туса илнĕ, пĕр ĕнерен сĕт сăвасси 5000 килограмм урлă каçнă, ĕнесен продуктивлăхĕ 169 килограмм ытларах пулнă. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне шутласан, 692 центнер ытларах сĕт туса илнĕ. Выльăхсен хисепне май пур таран ỹстерсе пыратпăр. 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне сăвакан ĕнесене 300 пуçа çитерме палăртатпăр. Çак тĕллевпе юлашки 3 çул хушшинче ĕне ферминче пысăк реконструкци ĕçĕсене тунă. Кăçалхи хĕл тапхăрĕнче фермăра апат валеçекен ятарлă агрегатпа усă курма тытăнтăмăр. Апат сĕтелĕ вырнаçтарнă, шыв пăрăхĕсене улăштарнă. Выльăх-чĕрлĕхрен çулталăк тăршшĕпех тивĕçлĕ шайри продукци туса илме çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Пĕр условнăй выльăх пуçне 40 центнера яхăн апат единици хатĕрленĕ. _ Кирек хăш ĕçе те хуçалăхра вĕçе-вĕçĕн, кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама ĕлкĕрсе пыратăр. Кирлĕ пулсан, ытти хуçалăхсене те пулăшу аллине тăсса паратăр. _ Ĕçри ăнăçлăх, чи малтан, кадрсенчен килет. Петр Анисимов тĕп агроном, Николай Соловьев тĕп инженер, Александр Романов тĕп зоотехник, Антонина Соловьева тĕп бухгалтер, Валентина Романова, Михаил Андреев, Борис Теллин бригадирсем, фермăсен заведующийĕсем Людмила Андреева, Алексей Носов, Надежда Носова осеменатор, ветеринари ĕçченĕсем Мария Осипова, Валентина Николаевна, Людмила Теллина ĕçлекенсенчен анчах мар, хăйсенчен çирĕп ыйтма пĕлеççĕ. Яваплăха туйса тимлекен специалистсен ăсталăхне хуçалăхра ĕçлекенсем тивĕçлипе хаклаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланни, кирлĕ вăхăтра пулăшса пыни кирек хăш ĕçе те кал-кал йĕркелесе пыма май парать. Ял хуçалăх техникине кашни çул май пур таран çĕнетсе пыни те ĕç тухăçлăхĕпе хăвăртлăхне ỹстерме нумай пулăшать. Пирĕн хуçалăхри чи кивĕ комбайн _ 6 çул каялла туянни. Ыттисене кăçал, пĕлтĕр, виçĕм çул илнĕ. Хуçалăхри тыр-пула пухса кĕртнĕ хыççăн кăçал та хамăрăн "уй-хир карапĕсене" "Свобода", "Колос" хуçалăхсене пулăшма ятăмăр. Ял хуçалăхĕнче тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕ умĕн хуçалăхри уй-хир ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн чун-чĕререн тав тăватăп. Владимир Анисимов, Вячеслав Капламов, Валерий Андреев, Алексей Сусметов комбайнерсем, пĕртăван Владимир тата Вячеслав Абрамовсем, Геннадий Изратов, Николай Романов, Станислав Елисеев, Николай Мазюкин, пĕр тăван Владимир тата Александр Павловсем, Венедикт Носов, Геннадий Фотламов, Юрий Изратов, Владислав Изратов трактористсем, пĕр тăван Вениамин тата Федор Теллинсем, Вячеслав Порфирьев, Николай Головин, Алексей Васильев водительсем, Валентина Изратова, Любовь Изратова, Вера Соловьева, Валентина Григорьева, Ольга Григорьева, Светлана Федорова, Надежда Носова дояркăсем, Зинаида Авксентьева, Валентина Еремеева, Гульнара Варина, Елена Павлова, Геннадий Авксентьев сысна пăхакансем, Алевтина Носова, Раиса Степанова, Нина Еремеева, Ирина Павлова, Людмила Васильева, Людмила Абрамова т. ыт. те хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн пысăк тỹпе хываççĕ. Тавтапуç, Сире, пурне те.