11 октября 2008 г.
"Заря" ЯХПК панкрута тухнă хыççăн унăн çĕрĕсене виçĕ хуçалăх хăйсем çине илнĕ: "Клевер" ООО, "Гладковы" тата А.Цапыринăн фермер (хресчен) хуçалăхĕсем. Вĕсенчен чи пысăкки - "Клевер" ООО. Вăл 950 гектар лаптăка арендăна илнĕ. Сахал яваплă юлташлăх 15 çула яхăн усă курман 540 гектар çĕре кăçал пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Сахал яваплă юлташлăх пĕлтĕр акса хăварнă кĕрхи тулă кăçал уйрăмах пысăк тухăç панă. "Галина" сортлă кĕрхи тулă, акă, кашни гектартан 53 центнер тухнă. "Эльф" урпа сорчĕ те пысăк тухăçпа савăнтарнă. Ăна кашни гектартан 47 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ А.Турхан палăртнă тăрăх, çакă çĕр ĕçĕнче интенсивлă технологипе, çĕнĕ техникăпа усă курнипе çыхăннă. Тĕш тырă пĕрремĕш класлă вăрлăхпа В.Федоров механизатор акса хăварнă. Пĕр гектар лаптăка 2 центнер минераллă удобрени варăнтарнă, шăтса тухнă культурăсене пĕр гектара тата 1,5 центнер минераллă удобрени тивнĕ. Тĕрлĕ чир-чĕртен, çум курăкран хỹтĕлесе им-çамсем сапнă. Лайăх пăхса çитĕнтернĕ культурăсен клейковина шайĕ те пысăк. Хуçалăх ертỹçи В.Максимов тата А.Турхан тĕп агроном пĕрчĕллĕ культурăсен хăй хаклăхĕ пĕчĕк пулнине, лайăх тупăш панине палăртаççĕ. Паха урпа вăрлăхне килес çул акма "Прогресс" ЗАО _ 60 тонна, "Гладковы" фермер (хресчен) хуçалăхĕ 69 тонна, "Труд" ЯХПК 15 тонна туяннă. "Клевер" ООО çĕнĕ техникăпа пуянланса пырать. Кăçал анчах "Вектор-410", пĕлтĕр "Дон" комбайнсем, урапаллă МТЗ çĕнĕ йышши тракторсем, çĕр улми туса илессинче усă куракан техника комплексĕ туяннă. Хуçалăх ертỹçисем вĕсемсĕр ял хуçалăхне аталантарма май çуккине лайăх ăнланаççĕ. Тупăш паракан культурăсенчен çĕр улми пулнине шута илсе ăна кăçал 72 гектар çинче çитĕнтернĕ. Унăн тĕрлĕ вăрлăхĕсене Патăрьел, Вăрмар районĕсенчен кỹрсе килнĕ. Вĕсен хакĕ пысăк пулнине пăхмасăр (унăн пĕр килограмĕ вăтамран 15-17 тенке ларнă, 10 тенкине федераци тата республика бюджетĕнчен саплаштарнă) кĕркунне вăл хăйĕн хакне кăларасса шаннă. Çавăн пек пулнă та. Тухăç бункер виçипе 341 центнерпа танлашнă. Паллах, сортланă чухне тухакан тăпрана, касăлнă, вĕтĕ çĕр улмине кăларсан та "иккĕмĕш çăкăр" "Клеверта" районта чи тухăçли. Мĕншĕн тесен Голланди технологийĕпе ĕçлесе хатĕрленĕ, "Гримме" фирмăран туяннă техника пысăк пулăшу панă. Çĕр улмине лартиччен тĕрлĕ чир-чĕртен, колорадо нăрринчен им-çамлани каярахпа çак ĕçсене йăрансем хушшинче пурнăçлассинчен хăтарнă. Хальхи вăхăтра унчченхи "Заря" ЯХПКн машинăпа техника паркĕнче хĕрỹ ĕç пырать. Тĕрлĕ техникăпа ĕçленĕ С.Краснов, А.Кириллов механизаторсем, В.Муравьев, С.Перепелкин, В.Григорьев, В.Порфирьев, Ю.Порфирьев водительсем, В.Якимов, Н.Мешков, Н.Максимов, И.Чернов тата ытти рабочисем тăрăшнипе çĕр улмине уйран пуçтарса ангара кĕртнĕ, халĕ ăна сортласа потребительсем патне ăсатас, вăрлăха хывас, вĕттине крахмал заводне ăсатас енĕпе П.Максимов, В.Максимов, Н.Кириллов, А.Федоров, Г.Чернов рабочисем, хĕрарăмсен пысăк ушкăнĕ тимлеççĕ. "Клевер" ООО çĕр улмине хăйне тивĕçтерекен хакпа сутать. 900 тонна ытла сутнă, сутлăх тепĕр 800 тонна пур. Унсăр пуçне 200 тонна вăрлăха хывнă, касăлнă, вĕтĕ çĕрулмине крахмал заводне леçеççĕ. Вăхăт хура кĕркунне енне сулăннă май çĕр улмипе çыхăннă ĕçсене икĕ сменăпа йĕркеленĕ, кулленхи ĕçе 40 çынна яхăн хутшăнать. Пĕтĕм ĕçе Г.Доброхотова бригадир йĕркелесе пырать. Ĕçлекенсем ытларах Вырăскасси тата Çуткỹл ялĕсенчен. Сахал яваплă юлташлăхра ытти ĕçсем те сахал мар. Çак кунсенче кĕрхи çĕртме сухине вĕçлемелле, ангара юсаса çĕр улмине унта вырнаçтарма хатĕрлесе çитермелле, йỹçĕк çĕрсене извеçлемелле, çĕр пулăхлăхне Çĕрпỹри сăнав станцинче тĕрĕслеттермелле тата ытти те. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ "Клевер" ООО кунсерен малашлăха ăнтăлать.