08 октября 2008 г.
Учительсен профессилле уявне анлă лару-тăрура уявласси çирĕп йăлана кĕнĕ. Эрне кун районти сумлă педагогсем райадминистрацин ларусем ирттермелли залне йышлăн пухăнчĕç. Вĕсене чи малтанах район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый саламларĕ. Унăн сăмахне итлесе ларма кăмăллă пулчĕ, Елчĕк районĕн педагогĕсем çулран çул пысăк ỹсĕмсем тăваççĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ тата вĕрентĕве модернизацилессипе ĕçлекен комплекслă проектсем шкулсен ĕç-хĕлне тĕпрен çĕнетме пуçларĕç. Паха пĕлỹ паракан никĕс шкулĕсем ачасене аталанма чылай услови туса пачĕç. Çак вĕренỹ çулĕнче районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче 2903 ача пĕлỹ пухать. Вĕсене 351 учитель вĕрентет, класс комплекчĕсен шучĕ 198-па танлашать. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ шкулсен пурлăх никĕсне палăрмаллах çирĕплетрĕ. Юлашки виçĕ çулта кăна районти 4 шкул Раççей Президенчĕн грантне 1 миллион тенкĕ, пĕр шкул Чăваш Республикин Президенчĕн грантне 200 пин тенкĕ çĕнсе илме пултарчĕç. Е тата Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕ грантне çĕнсе илнĕ учительсем сахал-и районта? Кăçалхи лауреатсем те Н.Круглова (Курнавăш), Т.Титова, С.Иванова, Ф.Скирдова (Çĕнĕ Пăва), Н.Карчикова (Çирĕклĕ Шăхаль), В.Левая (Елчĕк) пысăк пĕлỹллĕ, тавра курăмлă пулни, ачасене тарăн пĕлỹ пани иккĕлентермест. Раççейри чи-чи лайăх педагог йышне кĕресси, паллах, пĕрре те çăмăл мар. Çапах та маттур Елчĕк вĕрентекенĕсем, тупăшусене хутшăнма вăй-хал, ăсталăх çитереççĕ, мала тухаççĕ. Иртнĕ çулсенче çеç пуçламăш классенче вĕренекенсем валли 1 миллион тенкĕлĕх сĕтел-пукан, столовăйсем валли 510 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, библиотекăсен фончĕ те икĕ миллиона яхăн çĕнĕ, илемлĕ литературăпа пуянланнă. Тĕпрен тата куллен туса пыракан юсав ĕçĕсене те виçĕ миллион тенке яхăн пурнăçланă. Маларах асăннă программăсене, тĕрлĕрен инноваци конкурсĕсемпе проекчĕсене хутшăнса тунă çитĕнỹсем те куç умĕнче. Çак вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕнчех районти педагогсем çĕнĕ çитĕнỹсемпе палăрчĕç. Елчĕкри ют чĕлхе вĕрентекен А.Петрова Раççей шайĕнчи конкурсра, 64 регионти 1250 учитель хушшинче, çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра пултаруллă вĕрентекен Мускавра иртекен "21-мĕш ĕмĕрти шкул" наукăпа практика конференцине хутшăнать. Кушкăри вырăс чĕлхипе литература учителĕ М.Портнова та Раççей конкурсĕнче çĕнтерчĕ. Ăна Мускаври Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче иртекен савăнăçлă ларăва чĕнсе илнĕ, çак кунсенче унта хутшăнать вăл. Чỹк уйăхĕн 4-7-мĕшĕсенче Мускавра иртекен Пĕтĕм тĕнчери "Симĕс планета" экологи форумне çак конкурсăн çĕнтерỹçи, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн учительници Н.Карчикова тухса каять. Тивĕçлĕ ĕçлекене _ тивĕçлĕ хак. Райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн çак çĕнтерỹçĕсене ĕç вырăнĕнче усă курма компьютерсем парса чыслаççĕ. Вĕрентỹ системине тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕртни ачасен вĕренỹ пахалăхне ỹстерме май пани те куç кĕретех. Иртнĕ вĕренỹ çулĕн итогĕсем савăнтараççĕ. Районти 3092 ачаран 1865-шĕ "4" тата "5" паллăсемпе вĕçленĕ. Выпускниксенчен 64,6 проценчĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Халĕ Елчĕк ачисем хамăрăн тĕп хуламăрти аслă вĕренỹ заведенийĕсене çеç мар, ун тулашĕнчи, Мускаври, Санкт-Петербургри, Хусанти аслă шкулсене çул тытни кăмăла çĕклет. Юлашки çулсенче педагогсем пултаруллă ачасемпе уйрăммăн ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрни палăрмаллах сисĕнет. Çулран çул вĕренекенсем республика олимпиадисенче пысăк ỹсĕмсем тăваççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче те 7 вĕренекен республикăри предмет олимпиадисенче çĕнтерỹçĕсем тата призерсем пулса тăчĕç. Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти М.Мышкина Раççейре ирттернĕ технологи олимпиадинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çавна май пултаруллă хĕр ача çулталăк тăршшĕпе Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илсе тăрĕ. Авăн уйăхĕнче нимĕç чĕлхипе ирттернĕ республикăри олимпиадăра малтанхи виçĕ вырăна пирĕн район ачисем çĕнсе илни те савăнтарать. Аслă Пăла Тимешри Г.Елисеева, Елчĕкри Л.Шепинова, Таяпа Энтринчи Е.Петрова учительсем хăйсен тивĕçне çỹлти шайра пурнăçланăран вĕсен вĕренекенĕсем тупăшусенче яланах малта. Уявра ачасене тарăн пĕлỹ, воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунă учительсем Раççей Вĕрентỹ министерствин паллисене, Хисеп грамотисене илни те çирĕплетет. Таяпа Энтринчи Е.Петрова, акă, Раççейри "Класри воспитани" конкурса хутшăннă, виççĕмĕш вырăна тухнă, уншăн вăл диплома тивĕçнĕ. Учительсен уявне район пуçлăхĕ Н.Миллин та хутшăнчĕ, вĕсен ячĕпе ăшă-ăшă сăмахсем каларĕ. Кунтах çĕнĕ вĕренỹ çулне лайăх хатĕрленнĕ шкулсене премисем парса чыс турĕç. Юлашкинчен педагогсем Шупашкар артисчĕсен чаплă концертне курса киленчĕç. С.Павлов, А.Варна юрăçсем, "Жасмин" ташăçă учительсен асĕнчен часах тухмĕç.