Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми хулана ăсанать

08 октября 2008 г.

Çĕр улми хулана ăсанать "Гладковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕ кăçал "Заря" ял хуçалăх производство кооперативĕн пулнă çĕрĕ çинче 75 гектар çĕр улми лартса çитĕнтернĕ. Çакăн чухлĕ лаптăк çинче "иккĕмĕш çăкăра" районти пысăк хуçалăхсем те лартса илме асăрханарах тăраççĕ. Мĕншĕн тесен ун валли çĕр улми лартса, пăхса тăракан, кăларса илекен, сортлакан çĕнĕ техника, ĕç алли кирлĕ. Николай Гладков фермерăн вĕсем пурте пур. Германире "Гримме" фирма туса кăларнă техникăпа, Голланди технологийĕпе усă курса пĕтĕм лаптăкри çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ, ангара кĕртсе хунă. Анчах çакăнпа çеç ĕç вĕçленмен-ха. Эпир пынă кун Вырăскассинче ĕне витисем пулнă территорире хĕрỹ ĕç вĕретчĕ. Курнавăшран, Тăрăмран килнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем ангарти çĕр улмине сортласа Хусана ăсатаççĕ, вăрлăхлăх хываççĕ, вĕттисене крахмал заводне ăсатаççĕ. Кунти ĕçсене йĕркелесе пыракан Александр Гладков каланă тăрăх, паха çĕр улмине 800 тонна сутнă, вăрлăх валли 200 тонна хывнă. Сутлăх продукци ангарта тата чылай-ха. Фермер хуçалăхĕнче пултаруллă çынсем пуçтарăннă. Кунта ĕçе çиелтен тăвас, ĕç кунĕ вĕçленчĕ тесе килĕсене пăрахса каяс шухăшлă çынсем çук. Çанталăк лайăх тăнă кунсенче "иккĕмĕш çăкăра", пахча çимĕçе пухса кĕртнĕ чухне вăхăта пăхмасăр ĕçленĕ. Акă, Г.Фомин Курнавăш уйĕнче уй-хир карапĕпе" тырă пуçтарса кĕртнĕ, М.Смирнов комбайн патĕнчен тырă турттарнă. Халĕ вĕсем тата И.Манаскин "Гримме" фирма туса кăларнă техникăна ĕçлеттереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика