08 октября 2008 г.
Ман пата приема кĕрекен кашни çын тенĕ пек ăс-тăнĕ чакса пыни пирки ỹпкелешет, мĕнле те пулин сĕнỹ пама ыйтать. "Мĕнле хăтăлмалла? Мĕнпе сывалмалла?" _ теççĕ вĕсем. Çулсем иртнĕçемĕн ăс-тăн та чакать, час-часах манса кайма пуçлатпăр. Çак пулăмран иртме çук _ çỹç шурални пекех, теççĕ. Чăннипех те çапла-ши? Ученăйсем шутланă тăрăх, пуç мимин пултараслăхĕ вĕçĕ-хĕррисĕр, унăн ăс-тăн калăпăшĕн чикки çук. Эпир нерв клеткисен _ нейронсен пысăк саппасĕпе çуралатпăр. Нейрон çынна организмра хăйĕн вырăнне тупма пулăшать. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, 70-80 çулсенче çыннăн пуç мимин виçи 100 грамм чакать. Çакă çыннăн ăс-тăн пахалăхĕ çине витĕм кỹмест, мĕншĕн тесен вилнĕ нейронсем вырăнне ыттисем унăн функцине пурнăçлаççĕ. Мĕнле профилактика ĕçĕсем тумалла-ха кун пек чухне? Чи кирли _ яланах активлă ĕç-хĕле тытса пыни. Тăтăшах ĕçлекен çынсен пуç мими çулсем иртнĕçемĕн те ăс-тăна çирĕп тытса тăрать, тимлĕх çухалмасть. Вĕсен организмĕ чир-чĕре хирĕç тăраять, часах сывалаççĕ. Çавăнпа нумай вуламалла, сăвăсем вĕренмелле, мĕн вĕреннине теприне каласа памалла, ас туса юлма тăрăшмалла. Классика, халăх музыкине ытларах итлемелле. Çакна асра тытмалла: рок _ нерв системине тата мимене амантать. Кроссвордсем туни, унăн тупсăмне тупни, пĕр интереспа пурăнакансемпе калаçни кирек мĕнле эмелрен те лайăх. Енчен те манса каясси час-часах пулать пулсан _ çакă чир пуррине кăштах систерет. Енчен те телевизор пăхнă чухне сирĕн пуçран паллă актер ячĕ "тухса" ỹкрĕ пулсан, е пỹлĕме кĕтĕр, анчах мĕншĕн кĕнине мантăр пулсан _ çакă чир палли. Енчен те эсир, ĕçе кайма тухнăскер, урампа аташса кайнине ăнланса илтĕр пулсан, е тата калаçнă вăхăтра куллен усă куракан сăмахсене "шырама" тивет пулсан, калаçура пĕр сăмаха темиçе хут калатăр пулсан _ çакă вара чир симптомĕсем. Ăс-тăн чакнин сăлтавĕ ытларах чухне Альцгеймер чирĕ пулса тăрать. Вăл пирĕн вăхăтри пысăк инкек. Ватăсене пысăк сиен кỹрет. Чирĕн паллисем çаксем: çын ĕнер мĕн пулса иртнине ниепле те аса илеймест, çав вăхăтрах 50 çул каялла пулнă событисене лайăх сăнласа парать. Чир аталанса пынă май ăс-тăн чикки аякка тарать. Гипертони, атеросклероз, диабет, инсульт, инфаркт та ăс-тăна хавшатаççĕ. Çавăнпа та чир палăрсанах унран сывалма тăрăшмалла, врач сĕнĕвĕсене тĕплĕн пурнăçламалла, сывлăха упрамалла. Çывăрас умĕн сĕте вĕтетнĕ хура пăрăç ярса ĕçни усăллă. Пĕр чĕптĕм пăрăçа вĕри сĕт çине ямалла, кăштах сивĕнсенех ĕçмелле. Çак хутăш, пĕчĕк кислотноçлă çынсемсĕр пуçне, пурне те усăллă. Медикаментсенчен ноотроп пуррисене ĕçмелле, вĕсем халĕ нумай _ врачсем патне пырсан рецепт çырса параççĕ. Енчен те эсир тимсĕртерех _ тăруках темиçе ĕçе пуçăнмалла мар. Ĕç сĕтелĕ çинче хăшне халь, васкавлă тумаллине çеç тытăр. Ан васкăр. Вăхăта лайăх канма тата çывăрма та хăварăр. Çын хăйне çывăх, кирлĕ, хаклă хыпара çеç ас туса юлать. Шульц ученăй методикипе килĕшỹллĕн, куç асне ỹстерес тесен çапла тумалла: шурă хут илмелле, хăвăра кирлĕ пек 25 клетка ỹкермелле, кашнине 1-рен пуçласа 25-е çитиччен цифра çырмалла. Тепĕр 1-2 сехетрен çак цифрăсене хăвăртрах, йĕркипе тупма тăрăшăр. Вăхăтран вăхăта цифрăсен схемине улăштармалла, каярахпа каллех вĕсене умлă-хыçлă тупмалла. Тĕрĕс, пĕлсе апатланни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сĕтел çинчен купăста, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр татăлмалла мар. Салатсене тип çупа е олива, йĕтĕн çăвĕпе хутăштармалла. (Мĕнле ăслă-тăнлă пулнă-ха чăвашсем _ эпир ача чухне пирĕн атте-анне йĕтенрен çу та жмых хатĕрленĕ!). С тата Е витаминсем ытларах мăйăрта, пулăра нумай. Сăмах май каласа хăварас килет. Телевиденипе реклама паракан медикаментсен усси сахалтарах. Çавăнпа та хамăр патăмăрта ỹсекен продуктсемпе, курăксемпе ытларах усă курмалла. Калăпăр, пуç мимине лайăх ĕçлеттерекенни тата ăс-тăна çивĕчлетекенни _ шур çырли (клюква). Ирхи, кăнтăр, каçхи апатсенче унăн техĕмлĕ чейĕ темрен паха эмел. Вĕри чей çине импĕр, кардамон, корица кăштах яни те питĕ усăллă. Сосудсене аир тымарĕ пулăшать. Вăл та аптекăсенче пур. Çавăн пекех кашни кунах пилĕк упражнени туни питĕ усăллă. Кашнийĕнпе шăпах 1 минут! иртет. 1. Тенкел çине лармалла, çурăма тикĕс тытмалла. Урасене урайне 90 градуспа хумалла. Тупанне вырăнтан хăпартмасăр урасене çỹлелле вăй çитнĕ таран çĕклемелле, унтан антармалла. 2. Ура пỹрнисене урайĕнчен уйăрмасăр тупанне çĕклемелле, унтан антармалла. 3. Купарчана тата ỹт-пĕвĕн аялти пайне пĕрĕр те 10 таранччен шутлăр. Çакăн пек темиçе хут тăвăр. 4. Хырăма май пур таран, ирĕксĕрлесе пĕрĕнтермелле, 10 таран шутламалла, унтан ямалла, çакна темиçе хут пурнăçламалла. 5. Тỹрĕ ларса, пуçа тỹрĕ тытса, хул пуççисене тỹрлетсе алăсене малалла тăсмалла, чăмăра хытă чăмăртамалла. Çак упражненисем юн тымарĕсене _ капиллярсене ĕçлеме пулăшаççĕ, организм çине пысăк витĕм кỹреççĕ. Хускану туни яланах лайăх. "Хускану _ вăл пурнăç", _ тенĕ сĕм авалхи çынсем. Çак упражненисене кирек хăçан та темиçе хутчен пурнăçламалла: ĕçре те, телевизор умĕнче ларнă чухне те. Яланах сывлăхлă пулăр. Вара сирĕн ăс-тăн 100 çула çитиччен упранать.