Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсем çитĕнỹсемпе савăнтарчĕç

08 октября 2008 г.

Çăмăл атлетсем çитĕнỹсемпе савăнтарчĕç Иртнĕ эрне кун çанталăк çуллахи пек ăшă пулчĕ. Тен, çакă та пулĕ район центрĕнчи тĕп стадионта пухăннă спорта юратакансене хавхалантарса тăчĕ. Çăмăл атлетсен эстафети çичĕ ушкăнра иртрĕ. Пĕрремĕш ушкăнра район администрацийĕн пайĕсем вăй виçрĕç. 2 хĕрарăмпа 2 арçын 440-шер метр чупрĕç кунта. Эстафета патаккине финиша чи малтан экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн спортсменĕсем илсе çитерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вĕрентỹ тата çамрăксен политикин, финанс пайĕсен спортсменĕсем пайларĕç. Ун хыççăн старта ял тăрăхĕсен командисем тухрĕç. Кунта та икшер хĕрарăмпа арçын. Кĕрешỹ хĕрỹ пычĕ. Малти вырăнта _ Лаш Таяпасем. Иккĕмĕш вырăна Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди тухрĕ. Виççĕмĕш вырăншăн Елчĕксемпе Аслă Пăла Тимешсем хушшинче кĕрешỹ пычĕ. Елчĕк ял тăрăхĕн командинче юлашки тапхăрта чупнă атлет финиша çитмесĕрех айккине тухрĕ. Çакă призерсен йышне кĕме май памарĕ. Малашне çакна шута илмеллех _ дистанцире йăнăшмалла мар. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕнче çăмăл атлетсен 8 команди эстафетăна хутшăнма кăмăл тунă. Кунта чи малтанах мала тухнă "Куçса çỹрекен "Яльчикская" механизациленĕ çул-йĕр колонни" производство кооперативĕн команди ыттисене хăйĕнчен ирттерсе ямарĕ. Районти спорта аталантарас енĕпе тăрăшакан В.Скворцов ертỹçĕ чăннипех кунта та чыса тивĕçлĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн, почта çыхăнăвĕн командисем. Çавăн пекех старта шалти ĕçсен пайĕн, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин, "Яманчỹрелти сельхозхимин", "Улăп" ФОКăн, культура ĕçченĕсем те тухрĕç. Ял хуçалăхĕн предприятисен ушкăнĕнче, пĕлтĕрхи пекех, командăсем йышлă пулмарĕç. Кунта 3 команда çеç старта тухрĕ. Малтанхи вырăна пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕсемех _ акционерсен "Прогресс" хупă обществин атлечĕсем йышăнчĕç. Призерсен йышне "Труд" тата "Эмметево" хуçалăхсен командисем кĕчĕç. Çăмăл атлетсен районти эстафетине шкулсенче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем яланах активлă хутшăнаççĕ. Кăçал та çавăн пекех пулчĕ. Шкулсенче ĕçлекенсем 3 ушкăна пайланса чупрĕç. Кашни ушкăнрах çĕнтерỹçĕсем пур. Çапах та Курнавăшсен вăхăтне никам та çĕнетеймерĕ. Сăмах май, кунти çăмăл атлетсем çулленех çитĕнỹсем тăваççĕ. Иккĕмĕш вырăнта Шăмалакри тĕп, виççĕмĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулсен командисем. Шкулсенче пĕлỹ пухакансен ăмăртăвне сăнаса тăма кăсăклă пулчĕ. Тĕп шкулсенче вĕренекенсен командисенче виçшер хĕр ачапа арçын ача. Кĕçĕн Таяпари тĕп шкултан эстафетăна хутшăнма 2 команда тăратнă. Çак шкулăн пĕрремĕш командинчи çăмăл атлетсем дистанцине 6 минут та 18 çеккунтра вĕçлесе пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕш команди те ăнăçлă ăмăртрĕ _ тăваттăмĕш вырăнта. Иккĕмĕш вырăнта _ Хăвăлçырмасем (6 минут та 29 çеккунт), виççĕмĕшĕнче _ Патреккелсем (6 минут та 46,1 çеккунт). Эстафетăна вăтам шкулсенче вĕренекенсем вĕçлерĕç. Тăватшар каччăпа хĕр 440 метра пĕр-пĕрне улăштарса чупрĕç кунта. Кунта та Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем икшер команда тăратма май тупнă. Елчĕксен пĕрремĕш команди çĕнтернинчен тĕлĕнмелли çук _ вăйлă атлетсене пĕтĕçтернĕ вăл. Иккĕмĕш вырăн йышăннă Курнавăш шкулĕн командинчен выляса илчĕç. Виççĕмĕш вырăнта _ Аслă Елчĕксен пĕрремĕш команди. Ăмăрту çĕнтерỹçисене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Мала тухнисем вара "Советская Чувашия" хаçат ирттерекен çăмăл атлетсен эстафетине хутшăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика