04 октября 2008 г.
Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Елчĕкре республикăри районсенчи культура ĕçченĕсем пулчĕç. Вĕсем Чăваш Республикин халăх пултарулăх çурчĕ "Елчĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи патриотла клубсемпе пĕрлешỹсен ĕçĕ-хĕлĕ" ятпа вырăна тухса ирттернĕ координаципе методика канашĕн ларăвне хутшăнчĕç. Хăнасем чи малтанах Елчĕк район центрĕнчи культура тата истори палăкĕсемпе паллашрĕç, районти ЗАГС пайĕнче, тĕп вулавăшра пулчĕç. Лару Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче иртрĕ, унта хутшăннисем фойери халăх пултарулăх ăстисен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравпа кăсăклансах паллашрĕç. Ларăва Чăваш Республикин халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Л.Чернова уçрĕ. Вăл ялсенчи культура çурчĕсене тĕслĕх ят парас тĕллевпе юсаса çĕнетес ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Пирĕн районти Елчĕкри культурăпа кану тата Курнавăшри информаципе кану центрĕсене тĕслĕх ят пама палăртнине асăнма кăмăллă. Чи малтанах вĕсене çĕнĕ тĕс кĕртессипе тимлемелле. Ларура çавăн пекех Елчĕк район администрацийĕн социаллă аталану секторĕн ертỹçи А.Александрова сăмах илчĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, культура çурчĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ. Елчĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи патриотла клубсемпе пĕрлешỹсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки В.Портновăпа А.Магаськин директорсем тухса калаçрĕç. Чăваш Республикин халăх пултарулăх çурчĕн координаципе тишкерỹ пайĕн ертỹçи Н.Кондратьева çарпа патриотла клубсем патшалăхăн тĕрлĕ учрежденийĕсемпе, общество организацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ.Асăннă çуртăн халăх пултарулăх пайĕн заведующийĕ Н.Зимин "Мире хỹтĕленĕ салтака _ мухтав" республика шайĕнче иртекен конкурспа çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Паттăрлăхпа патриотизма, гражданла тематикăна сăнарлакан юрăсем хывакансене пĕрлештерĕ çак конкурс. Ларура культура ĕçченĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Кунтах Аслă Таяпари культура çурчĕ çумĕнчи "Тискер уй" çарпа патриотла клуб (ăна Шупашкарти "49-мĕш егерь полкĕ" çарпа истори клубĕн представителĕсем йĕркеленĕ, ертỹçи _ Д.Сятрайкин) хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсен ĕçченĕсем ĕлĕкхи чăвашсем ывăлĕсене салтака ăсатнине сăнарларĕç.