04 октября 2008 г.
Кăçал Раççей Федерацийĕн грантне çĕнсе илнĕ педагогсен йышĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти ачасене биологипе экологи предметне вĕрентекен Надежда Антоновна Карчикова та пур. Çирĕклĕ Шăхаль шкулне Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралса ỹснĕ хĕр Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтерсен килнĕ. Унтанпа 20 çул хыçа юлнă. Çак çулсем хушшинче Надежда Антоновна тунă пысăк çитĕнỹсене каласа пĕтерме те çук пулĕ. Ыт ахальтен мар çурла уйăхĕнче вăл ирттернĕ мастер-класс урокне ĕçтешĕсем пысăка хурса хакланă. Н.Карчикова вĕренекенĕсем хушшинче районти олимпиадăсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсем йышлă. Юлашки çулсенче О.Иванова, И.Краснова, О.Карчикова, Л.Семенова, В.Митрофанова, О.Сергеева, М.Васильева пысăк ỹсĕмсем тунипе палăрчĕç. Виçĕм çул О.Сергеева республикăри экологи-биологи олимпиадинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Республикăри наукăпа практика конференцийĕсене вăл вĕрентекен ачасем хаваспах хутшăнаççĕ. Акă, О.Иванова республика шайĕнче "Пахча çимĕç культурисен хурт-кăпшанкисемпе кĕрешесси" темăпа иккĕмĕш, О.Карчикова "Кишĕр шăтаслăхĕ тухăçа палăртать" темăпа хавхалантаракан приза тивĕçнĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи çăл куçсен пахалăхне тĕрĕслес енĕпе Л.Чернова республикăра иккĕмĕш вырăна тухни те питĕ курăмлă. Надежда Антоновна хăйĕнчен те, вĕренекенсенчен те çирĕп ыйтакан педагог. Класс руководителĕ пулнă май вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупать. Вĕренекенсемпе ирттерекен класс сехечĕсенче тĕрлĕ темăсем хускатать. Унăн ăшă калаçăвĕ кашнийĕн чĕрине кĕрсе вырнаçать. Класс тулашĕнчи ĕçсенче унăн пултарулăхĕ пушшех курăнать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 11 "а" класс руководителĕ вĕренекенĕсене тăван çĕр-аннемĕре, çут çанталăка юратма вĕрентни уйрăмах сисĕнчĕ. Хăйсен вĕрентекенĕ пирки акă мĕн çырать-ха К.Чернова: "Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне эпĕ ăнлансах та кайман класс руководителĕсен ĕç-хĕлне. Халĕ ыттисемпе танлаштаратăп та, пирĕн учитель _ чи лайăххи. Эпир ăна тепĕр чухне аннене каласа паман вăрттăнлăхсене те уçса паратпăр. Вăл пире яланах ăнланма тăрăшать. Ырă та вăл, ответлă та, çав вăхăтрах çирĕп ыйтать те. Эсир _ манăн идеал". О.Ляленко, П.Евстафьева, А.Иванов выпускниксем те хăйсен ертỹçи пирки ырă сăмахсем çырса хăварнă: "Тавах сана, Вĕрентекен, пуриншĕн тав". Ачасен юратнă вĕренекенĕ 2006 çулта "Чи класлă класснăй" конкурсра районта 3-мĕш вырăна тухрĕ. Надежда Антоновна ачасем умĕнчи хисепе çеç çĕнсе илмен, ашшĕ-амăшĕсем умĕнче, учитель коллективĕнче те ырă ятлă вăл. Надежда Карчикова ачасене тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хатĕрлесе класс тулашĕнче нумай ĕçлени вăрттăнлăх мар. Биологи, экологи предмечĕсене кăмăллакансем йышлă шкулта. Çавăнпа пĕр пек шухăшлисене кружока явăçтарать педагог. Ачасен таланчĕсене уçма май туса панипех лăпланмасть пĕрремĕш категориллĕ учитель, хăй те ĕмĕрĕпех вĕренет. "Куллен аталанса пымасан, хăвăнпа ĕçлемесен, çĕнĕ технологисене алла илмесен паян шкулта нимĕн те тăваймастăн", _ тет Надежда Антоновна. Районти, республикăри тупăшусенчен те пăрăнмасть, яланах малалла талпăнать. 2001-2002 вĕренỹ çулĕсенче "Чи лайăх хими учителĕ", 2004-2005 çулсенче "Чи лайăх биологи учителĕ" ятсене тивĕçнĕ вăл, 2005 çулта "Çулталăкри чи лайăх учитель" районти конкурсра "Вĕрентỹри çĕнĕлĕхсем" номинацире призерсен йышне кĕнĕ. Надежда Антоновна районти конкурссенчен аякка пăрăнмасть, республикăри акцисене те хаваспах хутшăнать. "Йывăç ларт" акцие хутшăнса 2007 çулта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ вăл, ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин дипломĕпе наградăларĕç ăна. Опытлă биолог шкул çумĕнчи участока илемлĕ тытассишĕн нумай тăрăшать, районти смотр-конкурсра пĕрре мар çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ вĕсен участокĕ.