04 октября 2008 г.
Уй-хирти ĕçсем, тĕпрен илсен, вĕçленчĕç. Çавăнпа халĕ пушаннă техникăна хĕл каçарма хатĕрлеме, юсама пуçăнмалла. Çак тĕллевпе республикăра, çавăн пекех районта та юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен смотр-конкурс пуçланчĕ. Вăл юпа уйăхĕн 24-мĕшĕччен тăсăлать. Çав вăхăтра машина-трактор паркĕсенчи техникăна тĕрĕслесе тухĕç, ГОСТпа килĕшỹллĕн нумай вăхăтлăха упрамашкăн вырнаçтаракан техникăна тишкерĕç, тавралăха тимĕр-тăмăртан тасатнине, ĕç сыхлавĕпе хăрушсăрлăхне мĕнлерех пурнăçланине шута илĕç. Смотр-конкурса фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче те ирттерме йышăннă. Асăннă тĕллеве пурнăçлама районта ятарлă комисси йĕркеленĕ. Вăл юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Тăрăм, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Курнавăш, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Аслă Елчĕк, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Елчĕк, юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш, юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Лаш Таяпа, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхаль, юпа уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче техникăна хĕл каçарма мĕнле вырнаçтарнине тишкерĕ. Çĕнтерỹçĕсене парнесем кĕтеççĕ.