Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка упрасси _ кашнин тĕп тивĕçĕ

24 сентября 2008 г.

Шăп çулталăк каялла Атăл çинчи регионсем хушшинчи çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тата Чăваш Ен прокуратурисем "Чăваш Республикин территорийĕнче производствăн, ытти каяшсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан саккунлăх тата ăна вăйлатасси" темăпа канашлу ирттернĕччĕ. Асăннă канашлура пăхса тухнă ыйтусене тĕпе хурса çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă закона пăхăнас тĕллевпе районта нормативпа право акчĕсене туса хунăччĕ, вĕсемпе паллаштарма кашни ял тăрăхĕнчех граждансен пухăвĕсем йĕркеленнĕччĕ. Çут çанталăка сыхлассипе ĕçлекен ятарлă комисси çак тĕллевпех вырăнсенче пулса пĕрре мар ларусем ирттернĕ. Чăн та, юлашки вăхăтра район территорийĕнчи ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнни куç умĕнче. Ялсем халĕ иртнĕ çулхисенчен тасарах. Чылай хуçалăх умĕнче сапаланса выртакан хăйăр, вак чул, вутă-шанкă е ытти япаласене пуçтарнă. Маларах урам варрине е пăралуксене çăмăллăнах çỹп-çап, хура шыв тухса тăкма пултарнă çынсем паян çак киревсĕр ĕçе тăвасран асăрханаççĕ, мĕншĕн тесен штрафсем пĕчĕк мар. Уйрăм çын, ертỹçĕ хăйĕн хуçалăхĕн, организацисемпе предприятисен таврашне тасалăхра тытассипе яваплă пулнине лайăх туять. Çапах та ятран асăнмăпăр та, паянхи кун районти кашни ялтах çурт территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе çителĕклĕ ĕçлемен хуçалăхсем, культура çурчĕсем, шкулсем, ял хуçалăх предприятийĕсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсемпе ветеринари участокĕсем, чиркỹсем, ваттисен çурчĕсем, газ хуçалăхăн объекчĕсем тата ыттисем те пур. Саккун ыйтнине пăхăнмаллах, унсăрăн пысăк штраф тỹлеме тивет. Тăван тавралăха сыхлас, экологи лару-тăрăвне çирĕплетес тĕллевпе çине тăрсах ĕçлемелле. Каяшсене утилизацилес тĕлĕшпе манăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ятарлă предприятисемпе килĕшỹ тума сĕнес килет. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: Елчĕкри ММПП ЖКХ свалка территорине юлашки вăхăтра тислĕк, çĕр, улăм, çĕрĕшнĕ пан улми, çулçă, çĕр улми аври, çум курăк, хăрăк-турат пырса тăкнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Çавăнпа та хаçат урлă халăха çапла калас килет: асăннă каяшсене çĕрĕштерсе тислĕке çавăрмалла, свалка вырăнне вĕсемпе тултармалла мар. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче ирттерме палăртнă Йывăç кунĕ çинче те чарăнса тăрасшăн. Йывăç лартни тавралăха илем кỹрет, сывлăша тасатать, çĕре эрозирен сыхлать, этеме çут çанталăка юратма тата ăна упрама пулăшать. Елчĕк район территорийĕнче çăка, юман, кăвак чăрăш, туя, пилеш, сирень, шăлан йывăççисем сахаллине шута илсе шăпах çак йывăç-тĕмсене лартсан аван пулĕччĕ. Статьяна манăн Чăваш Республикин Президенчĕн Патшалăх Канашне янă "Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр" Çырăвĕнчи сăмахсемпе вĕçлес килет: "Çитес виçĕ çулхи тапхăртах эпир сирĕнпе чи пысăк, Чăваш Еншĕн ним ỹстермесĕр истори пĕлтерĕшлĕ проектсене вĕçлетпĕр, çавна пула республика ытти регионсенчен хăтлăхпа, тирпей-илемпе, экологи ăнăçлăхĕпе лайăх енчен уйрăлса тăма тытăнать".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика